06 декабря 2014 г.
Ноябрĕн 30-мĕшĕнче "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплек-сĕнче шкул ачисем хушшинче "КЭС-БАСКЕТ" ăмăртăвĕ иртрĕ. Унта районти пур шкул ачисем те хастар хутшăнчĕç. Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн командисем çак ăмăртусенче пĕрре кăна мар палăрнă. 2012-2013 вĕренỹ çулĕнче Ю.Боровков вĕрентекен ертсе пынипе ачасем республика шайĕнчи ăмăртура 2-мĕш вырăна алăран вĕçертмен. Вырсарни кун йĕркеленĕ ăмăртура Комсомольски 1-мĕш тата 2-мĕш вăтам шкулĕсен ачисем финала тухрĕç. Хĕрỹ тупăшура Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн хĕрĕсемпе каччисен командисем çĕнтерчĕç. Вĕсем - пĕрремĕшсем. Е.Индюкова, О.Ефремова, К.Мавлютова, А.Шумилкина, А.Атласкина, Г.Тазетдинова, И.Салмина, В.Галкина, А.Филиппов, Т.Ахметов, Д.Фарахиев, В.Квасов, Н.Чернов, В.Козлов, Б.Симендеев, М.Малышев, А.Козлов, Д.Мурзаев - шкул чысне хỹтĕлекенсем. Маттур!
А.ТИХОНОВ.
Источник: "Каçал Ен"