06 декабря 2014 г.
Раççей Пенси фончĕ çамрăксене вĕрентмелли проекта виççĕмĕш çул хута ячĕ. Асăннă тапхăрта Раççей Пенси фончĕн тата унăн территориллĕ управленийĕсен ертỹçисем студентсем тата вăтам шкулсен аслă класĕсенче вĕренекенсем хушшинче тĕрлĕ мероприятисем, кон-курссем ирттереççĕ. Республика шайĕнче çак мероприятисенче хутшăннă районти ачасем яланах тивĕçлĕ вырăн йышăнса тĕрлĕ парнесем илме пултарнă.
Кăçалхи çул та декабрĕн 4-мĕшĕнче районти культурăпа кану центрĕнче "Твоя пенсия в твоих руках" пултарулăх конкурсĕ иртрĕ. Мероприятире РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн начальникĕ С.Горбунов тата районти вĕренỹ пайĕн начальникĕ Н.Петрова çамрăксене пенси мĕнле йĕркеленни пирки ăнлантарчĕç, ăна çамрăклах ăша хывма сунчĕç. Малалла Комсомольски 1-мĕш тата 2-мĕш вăтам шкулĕсенче вĕренекенсем хăйсен хушшинче тупăшрĕç. Вĕсем залра ларакансене "Сказочная пенсия", "Задумайся о будущем" сценкăсемпе, "Посвящение в пенсионеры" инсценировкăпа, "Твоя пенсия зависит только от тебя" миниатюрăпа савăнтарчĕç.
Жюри членĕсем - районти вĕренỹ пайĕн начальникĕ Н.Петрова, РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн начальникĕ С.Горбунов, унăн çумĕ И.Белобаева тата специалисчĕсем - сасăланă хыççăн çĕнтерỹçĕ "Молодое поколение" (2-мĕш вăтам шкул, руководителĕ - директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Л.Макарова) пулнине палăртрĕç. Çапла "Молодое поколение" команда 1-мĕш степеньлĕ диплома тивĕçрĕ, "Энтузиасты" команда (1-мĕш номерлĕ шкул, руководителĕ - истори вĕрентекенĕ И.Арбузова) 2-мĕш степеньлĕ дипломлă пулчĕ. Вĕсене аслисем малашне те çавăн пекех хастар пулма сунчĕç.
А.КОЗЛОВА.
Источник: "Каçал Ен"