АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » АПК ветеранĕсен тĕл пулăвĕ

06 декабря 2014 г.

    Нумаях пулмасть АПК ветеранĕсен районти союзĕн черетлĕ тĕл пулăвĕ иртрĕ. Унта çак союзăн республикăри правленийĕн председателĕ В.Я.Шадриков хутшăнчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕпе М.Р.Афанасьевпа унăн çумĕ, ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ И.Х.Миннетуллин районти, ял хуçалăхĕнчи ĕç-хĕлпе паллаштарчĕç. Кун хыççăн П.А.Бариновăн пĕрлĕхе кĕме ыйтса çырнине пăхса тухрĕç, чылай çул пĕрле тăрăшнă ĕçтешне союза йышăнчĕç.

    Ветерансем хушшинче ноябрь - декабрь уйăхĕсенче юбилярсем виççĕн - Е.И.Карпеев (70 çул), В.А.Белков (75 çул) тата М.Г.Шарафутдинов (65 çул), çавăн пекех Н.С.Минуллин та çуралнă кунне паллă тунă. Вĕсене паллă кун ячĕпе саламласа ырлăх-сывлăх сунчĕç, парнесем пачĕç. Пĕр вăхăтра тĕрлĕ хуçалăха ертсе пынă ветерансен аса илмелли, сỹтсе явмалли чылай. Паянхи пурнăç утăмĕнчен те юлмаççĕ аслă юлташăмăрсем, çĕршывăн, республикăн, районăн шăпи те хумхантарать вĕсене. Çак ыйтусем тавра çавра сĕтел хушшинче ларса калаçса пĕр-пĕрин пурнăçĕ çинчен те пĕлме ĕлкĕрчĕç ял хуçалăх ветеранĕсем.

                                                                                                                                                                                                                              Л.ГЕОРГИЕВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика