АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Владимир Путин Федераллă Пухăва Çырупа тухрĕ

06 декабря 2014 г.

   Кĕçнерни кун, декабрĕн 4-мĕшĕнче, Кремль керменĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераллă Пухăва черетлĕ Çырупа тухрĕ. Унта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ.

    РФ Президенчĕн В.Путинăн Федераллă Пухăва янă Çырăвне сỹтсе яваççĕ:

   Илдус МИННЕТУЛЛИН, район администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ:

   - Федераллă Пухăва яракан хăйĕн Çырăвĕнче Владимир Владимирович кашни çулах пĕлтерĕшлĕ ыйтусене хускатать. Кăçалхи çак документ та тарăн шухăшлă, вăл тĕрлĕ отрасле пырса тивет. Чи малтанах çĕршыв ертỹçи халăхсем хушшинчи политикăран пуçларĕ. Кунта вăл вырăс халăхĕн ăс-хакăлпа кăмăл-сипет вăйĕ тата патриотизм туйăмĕ çав тери вăйлине палăртса хăварчĕ. Ĕмĕрсем хушшинче пирĕн халăха кỹрентерме тата хĕн-хур кăтартма шутланисем яланах хăйсем инкек тỹснине, малашне те çапла пулассине çирĕплетрĕ.

    Владимир Путин паян ĕç вăйĕ - ахаль рабочисем, çĕр ĕçченĕсем, инженерсем... - питĕ кирлине пĕлтерчĕ. Ку питĕ тĕрĕс тесе шутлатăп. Акă, районти хуçалăхсенче инженерта, механизаторта, дояркăра, ытти вырăнсенче ĕçлекен çын тупма йывăр. Ĕç профессийĕн сумне ỹстермелле, ăна алла илме çамрăксене чĕнсе каламалла. Пирĕн хамăр çĕршыврах пахалăхлă та пысăк технологиллĕ продукци туса илмелле. Раççей Президенчĕ çĕршыва аталантармалли тата халăх пурнăçне лайăхлатмалли ытти çул-йĕре те анлăн сỹтсе яврĕ.

    Альберт БОРИСОВ, Çĕнĕ Мăрат шкулĕн директорĕ:

   - Раççей Президенчĕн Çырăвĕ пирĕн çĕршыв вăйлă пулнине, вăл хăйĕн никама пăхăнманлăхне упрама пултарассине шантарать. Владимир Путин çĕршыв ĕç-хĕлĕн пур енĕсене те тата кашни граждана пырса тивекен ыйтусене те хускатрĕ. Манăн вара вĕренỹ енĕпе калани çинче чарăнса тăрас килет. Владимир Владимирович палăртрĕ ĕнтĕ, чылай çул иртнĕ хыççăн кăçал декабрĕн 3-мĕшĕнче шкул ачисем выпуск сочиненине çырчĕç. Çакă - çитĕнекен ăрăвăн пĕлĕвне, тавра курăмне, культурине, çавăн пекех учительсен ĕç пахалăхне тĕрĕсрех хак памалли тепĕр утăм.

   Пултаруллă ачасем наци пуянлăхĕ пулнине çирĕплетсе калать Владимир Владимирович. Çавăнпа та шкулта çамрăк ăрăва хăйсен пултарулăхне аталантарма пулăшмалла пирĕн. Кун пек ачасене патшалăх хавхалантарма тăрăшни савăнтарать. Акă çĕршыв ертỹçи вузсене кĕнĕ питĕ тăнлă та талантлă ачасем валли çулсерен 5-шер пин президент гранчĕ уйăрма сĕнчĕ. Кунта, паллах, условисем те пăхса хурасшăн. Ку студент вĕренỹ тапхăрĕнче аван ĕлкĕрсе пымалла, диплом илсен хамăр çĕршыврах ĕçлессе шантармалла. Çамрăксене патшалăх паракан питĕ лайăх хавхалантару пулĕ ку тесе шутлатăп.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика