АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уяв савăнăçлă иртрĕ

03 декабря 2014 г.

    Иртнĕ эрне кун районти тĕп библиотекăра Анне кунĕ ячĕпе савăнăçлă уяв пулчĕ. Унта "Шанчăк" клуб членĕсем хутшăнчĕç. Çак мероприяти программине клуб ертỹçи Валентина Боровкова тата Алена Хораськина библиотекарь йĕркелесе ертсе пычĕç.

    Кăçал клуб членĕсем - Анисия Владимирова, Лидия Павлова, Валентина Григорьева, Валентина Яковлева - сумлă юбилейĕсене паллă турĕç. Çак ятпа пухăннисене проекторпа вĕсен ĕç-хĕлĕпе паллаштарчĕç. "Пурне те Анне кунĕ ячĕпе хĕрỹллĕн саламлатăп. Яланах çакăн пек хитре те çамрăк, хастар та пултаруллă пулăр",- терĕ тĕп библиотека заведующийĕ Инна Ядрова. Районти ЗАГС пайĕн начальникĕ Р.П.Суратова юбилярсене саламласа Тав хучĕсем пачĕ.

    Çавăн пекех вĕсене Комсомольски пĕрремĕш вăтам шкулĕнче вĕренекен Альберт Галкинпа Владислав Суратов гитарăсемпе каласа, юрăсем юрласа пурнăçра ырлăх-сывлăх сунчĕç. Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕ Ревокат Моисеев хĕрарăмсене саламласа парнесем парнелерĕ. Спорт ветеранĕ, районти ветерансен совечĕн председателĕн çумĕ Василий Пундяков хăй хайланă сăввисене вуларĕ, "Каçал" халăх фольклор ансамблĕн членĕ Лидия Карсакова юрласа хавхалантарчĕ, Фаина Прищеп тав сăмахĕ каларĕ. Уяв пуриншĕн те чылайлăха асра юлмалла иртрĕ.

                                                                                                                                                                                                                             З.НИКОЛАЕВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика