03 декабря 2014 г.
Мускав патĕнче нимĕç çарĕсене аркатса тăкнăранпа 25 çул çитнĕ тĕле 1966 çулхи декабрĕн 3-мĕшĕнче паллă мар салтак вил тăприне Ленинград шоссин 41-мĕш километрĕнче вырнаçнă тăванла масартан Александровский сада куçарса пытарнă. 1967 çулхи майăн 8-мĕшĕнче пытарнă вырăнта "Могила неизвестного солдата" мемориал архитектура ансамблĕ уçнă. Ĕмĕрлĕх çулăм çутнă. 1997 çулхи декабрĕн 12-мĕшĕнчен Ленин мавзолейĕ патĕнчи хисеп караулне паллă мар салтак вил тăприйĕ патне куçарнă. Мемориал варрине "Санăн яту паллă мар, санăн паттăрлăху ĕмĕрлĕхех" тесе çырнă.
Тăван çĕршыва хỹтĕлесе пуçĕсене хунисене асра тытса Пĕтĕм Раççейри "Поисковое движение России" обществăлла юхăм 2013 çулта пуçласа Раççейре "Паллă мар салтак кунĕ" акци ирттернĕ. 2014 çулхи сентябрь уйăхĕнче РФ Президенчĕн Администрацийĕн ертỹçипе С.Б.Ивановпа "Океан" ВДЦ шырав смени тĕл пулнă май декабрĕн 3-мĕшне асăну кунĕ тума йышăннă. Саккун проектне хамăр çĕршыв территорийĕнчи е унăн тулашĕнчи çапăçусенче вилнĕ, ячĕ паллă мар Раççей тата совет салтакĕсен паттăрлăхне ĕмĕрлĕх асра тытассипе çирĕплетнĕ. Паллă мар салтаксем канлĕх тупнă вил тăприсем Аслă Отечественнăй вăрçă пынă кашни ял-хуларах пур. Çулсеренех шырав ĕçĕсенче салтаксен шăммисене тупаççĕ пулин те, чылайăшĕн ячĕ паллă мар. Вĕсем - çĕршыв хỹтĕлевçисем, эпир вĕсене пĕлместпĕр пулсассăн та, пурпĕр асра тытмалла, ачасене патриотла воспитани памалла.
Источник: "Каçал Ен"