АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » СПИДа хирĕç

29 ноября 2014 г.

    СПИДа пĕрремĕш хут 1981 çулта Америкăри Пĕрлешỹллĕ Штатсенче тупса палăртнă пулсан, паян вăл мĕн пур çĕршывра сарăлнă. Чиртен вилнĕ çынсен шучĕ тĕнчере 36 миллионран та иртнĕ. Вирус ертсе пурăнакансем вара - 75,3 миллион. Вĕсен пурин те СПИД тапхăрĕ пуçланас хăрушлăх пур. Раççейре кăçалхи июнĕн 30-мĕшĕ тĕлне 833665 çын ВИЧ инфекципе чирленĕ. Ытларах вĕсем Раççейри 9 регионта пурăнаççĕ: Кемĕр, Свердловск, Новосибирск, Томск, Иркутск, Омск, Челябинск облаçĕсенче. Çав шутрах Ханты-Манси автономи округĕнче тата Пермь крайĕнче те.Чăваш Енре паянхи кун асăннă инфекципе чирлекенсен йышĕн кăтартăвĕ Атăлçи федераци округĕнчи 14 регион хушшинче 12-мĕш вырăн йышăнать (4,3 хут пĕчĕкрех). Шел пулин те, çак чирпе чирлекенсем пĕрех пур-çке. Октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 1745 çын ВИЧ инфекци ертнĕ, вĕсенчен 380-шĕ вилнĕ. Республикăра инфекципе чирлисем ытларах Канаш хулинче, Сĕнтĕрвăрри, Куславкка, Канаш районĕсенче, çавăн пекех Çĕмĕрле хулинче. Комсомольски районĕнче ВИЧ инфекциллĕ çынсене пĕлтĕрхинчен кăçал ытларах тупса палăртни хытах пăшăрхантарать. Енчен те 2013 çулта 17 пулнă пулсан, 2014 çулта вĕсен йышĕ 22 çынна çитнĕ. СПИД - иммунитет дефицитне палăртакан синдром, çакă организм текех инфекци тата шыçă чирĕсемпе кĕрешме пултарайманни çинчен калать.

  СПИД сăлтавĕ - ВИЧ, вăл организмри тĕрлĕ клеткăна сиен кỹрет, иммун системине хавшатать. ВИЧ лексе СПИДа куçиччен 5 çултан пуçласа 15 çул таранччен иртме пултарать. СПИД аталанса çитиччен çын хăйне лайăх туять, сывă курăнать, вирус лекни çинчен пĕлмесен те пултарать. Инфекци лекнĕ çын (ВИЧ хăш вăхăтра ернине пăхмасăр) ыттисене çăмăллăнах чирлеттерме пултарать. ВИЧ юнра, спермăра тата кăкăр сĕтĕнче упранать. Çавăнпа та инфекци ар çыхăнăвĕ урлă, пĕр шприцпа усă курсан, кăкăр ĕмĕртнĕ чухне амăшĕнчен ачине куçма пултарать. ВИЧ чуп тусан, алă тытсан, бассейна е мунчана пĕрле çỹресен, апат тата савăт-сапа урлă сывă çынна ермест. Çак инфекцие хурт-кăпшанкă та сараймасть, вăл сывлăш урлă та куçма пултараймасть (апчхулатнă тата ỹсĕрнĕ чухне сурчăк сирпĕнсен, куççуль лексен). Иккĕленỹ туйăмĕ хăçан çуралма пултарать-ха: енчен те сирĕн практикăра сыхланман ар çыхăнăвĕ пулнă пулсан (презервативсăр), наркотик иньекцийĕ тусан, "таса мар" инструментсемпе ỹт çинче пирсинг тутарттарсан е тату ỹкерттерсен. СПИДран сыхланас тесен çакна пĕлмелле: ар çыхăнăвĕ валли яланах пĕр партнер пулмалла. Наркотиксемпе ашкăнмалла мар. Сывă пурнăç йĕркине çирĕп пăхăнса пурăнмалла. Хăвăр сыхланмасан СПИДран сире никам та сыхласа хăвараймĕ. 

   Енчен те сирĕн иккĕленỹ туйăмĕ çуралчĕ пулсан районти тĕп больницăра инфекционист патĕнче, çавăн пекех тĕп хуламăрта "Республикăри инфекциллĕ чирсенчен тата СПИДа хирĕç кĕрешекен профилактика центрĕнче" (Шупашкар хули, Ленин проспекчĕ, 32А çурт) анонимлă майпа тĕрĕсленме пултаратăр. Çак сайт çине те http://www.rc-spid.med.cap.ru. ыйту çырма пултаратăр.

                                                                                                                                                                                                                                    И.КОЧЕРОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика