АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачапа ларакан амăшĕсен пĕлĕвне ỹстерме

29 ноября 2014 г.

   РФ Президенчĕн 2012 çулхи майăн 7-мĕшĕнчи "Раççей Федерацийĕнчи демографи политикине пурнăçламалли мерăсем çинчен" 606-мĕш указĕпе килĕшỹллĕн хĕрарăмсем ачисене 3 çула çитиччен пăхакан отпускра професси пĕлĕвĕ е хушма вĕренỹ илме майсем туса парас тĕллевпе "Чăваш Республикин 2012-2020 çулсенче Халăха ĕçпе тивĕçтересси" патшалăх программипе килĕшỹллĕн нумай ачаллă, сусăр ачана пăхакан ашшĕ-амăшне кăçал 50 ĕç вырăнĕпе тивĕçтермелле. Унпа пĕрлех ĕçлес тĕллевлĕ 400 хĕрарăма, вĕсенчен 100-шĕ 3 çул тултарман ачана пăхакан отпускра пулсассăн, 300-шĕн - ĕç хутшăнăвĕсенче тăман тата тĕпренчĕкĕ 3 çул тултарман пулсассăн.

    Кăçалхи январь - октябрь уйăхĕсенче республикăри центрсемĕçпе тивĕçтерекенсемпе çирĕплетнĕ 46 килĕшỹ тăрăх 45 хĕрарăма ĕç панă. Вĕсенчен 41-шĕ - нумай ачаллă, сусăр ачаллисем - 4. Кăçалхи 9 уйăхра республикăри 418 хĕрарăма (районта - 10 çын) профессие вĕренме янă. Вĕсем ĕç рынокĕ ыйтакан специальноçсене - бухгалтер, водитель, дизайнер, маникюр, менеджер, котельнăй, заправка станцийĕсен операторĕсем, парикмахер, сутуçă-кассир, повар, кадрсен пайĕн инспекторне - вĕренеççĕ. Ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 347-шĕ вĕренсе пĕтернĕ, ĕç вырăнĕсем тупнă. Патшалăх программипе килĕшсе тăракан мероприятисене пурнăçлама Чăваш Республикин бюджетĕнчен 5740,8 пин тенкĕ (сусăр тата нумай ачаллă ашшĕ-амăшне вырнаçтарма 1230 пин, 3 çула çитичченхи ачасемпе отпускра ларакан амăшĕсене вĕрентме - 1381,4 пин, ĕç хутшăнăвĕсенче тăмасăр 3 çула çитмен ачине пăхакансене професси пама - 3129,4 пин тенкĕ) уйăрнă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика