АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аннесен ячĕпе - уяв

29 ноября 2014 г.

   "Пилеш" ача садне çỹрекенсем нумаях пулмасть чи çывăх çыннисене Анне кунĕ ячĕпе саламларĕç, юрларĕç, сăвăсем каларĕç. Вĕсем çеç те мар, районти искусство шкулне çỹрекен вĕренекенсем те çывăх çынсен ячĕпе юрăсем юрларĕç, тĕрлĕ музыка инструменчĕпе выляса кăтартрĕç. Вĕсенчен чылайăшĕ куракансем умне пуçласа тухрĕ. Хăшĕ-пĕри концертсене хутшăнса лауреат ятне илме те ĕлкĕрнĕ. Ксения Гришина, Александра Сушенцева куракансене "Россия", "Мама", А.Попова "Пошла млада за водой", ачасен хорĕ юрăсемпе савăнтарчĕç. А.Мурзаева, С.Зайцев, Н.Лепешкина, А.Шарафутдинова, В.Ефремова, Н.Лепешкина вырăс тата ют çĕршыв композиторĕсен произведенийĕсене фортепианăпа, Влад Суратов, Альберт Галкин (сăн ỹкерчĕкре) гитарăпа питĕ илемлĕ вылярĕç.

     Вĕсене Н.В.Ковшова, И.В.Спиридонова, Л.А. Петрова педагогсем юрлама, музыка инструменчĕсемпе выляма вĕрентеççĕ.

                                                                                                                                                                                                                                    А.ЕФРЕМОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика