29 ноября 2014 г.
Хĕрарăм - пурнăç тыткăчи, çемье илемĕ, ырăлăхпа çепĕçлĕх управçи, ача амăшĕ. Вăл çĕнĕ чуна пурнăç парнелекенĕ, лăпка-лăпка ачашласа ỹстерекенĕ, сăпкара юрла-юрла сиктерекенĕ, пурнăç çулне суйласа илме пулăшаканĕ. Ахальтен мар унăн ячĕпе нумай-нумай сăвă çырнă, юрă кĕвĕленĕ. Анне - çут тĕнчери чы çывăх та хаклă çыннăмăр.
Ноябрĕн 28-мĕшĕнче районти культурăпа кану центрĕнче йĕркеленĕ уява та Аннесене халалларĕç. Вĕсен ячĕпе юрă-ташă, сăвă-кулă нумай пулчĕ. Уявра çут тĕнчери чи хаклă çыннăмăрсене Амăшĕн капиталĕн сертификатне парса чыслани - чăннипех те савăнăçлă самантсенчен пĕри. РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн начальникĕ Сергей Горбунов, социаллă хỹтлĕх пайĕн начальникĕ Ираида Никитина пухăннисене Анне кунĕ ячĕпе ăшшăн-ăшшăн саламларĕç, çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу сунчĕç. Алена Челакова - иккĕмĕш ачине çуратнăшăн, Алсу Гарефетдинова, Танзиле Феткулина - виççĕмĕш пепкисемшĕн, Валентина Кузьмина вара 4-мĕш ачине усрава илнĕшĕн сертификатлă пулчĕç. Патшалăх кỹрекен пулăшу çемье бюджетĕнче вырăн тупатех.
Тукай ял тăрăхĕн пуçлăхне, Ольга Петровна Андреевăна, ачалăхпа амăшлăха хỹтĕлес, çемье йăли-йĕркине, пуянлăхне упрас, аталантарас енĕпе тăрăшуллă пулнăшăн район администрацийĕн Хисеп хучĕпе чысларĕç. Уява Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн, искусство шкулĕн вĕренекенĕсем, "Радуга" ача сачĕн воспитанникĕсем илем кỹчĕç. Уяв программине М.Илларионова хатĕрленĕ.
А.ЕФРЕМОВА.
Источник: "Каçал Ен"