29 ноября 2014 г.
Республикăра пурăнакан кашни пиллĕкмĕш çын - пенсионер. Аслă ăрăва тивĕçлĕ пурнăç условийĕ туса парас тĕллевпе чылай йышăну тăваççĕ. Акă Чăваш Ен Пуçлăхĕ ноябрĕн 26-мĕшĕнче "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ята илмелли ĕç стажне чакарасси çинчен калакан Указ йышăннă. Маларах вăл ята тивĕçес тесен хĕрарăмсен 40 çул, арçынсен 45 çул стажлă пулмаллаччĕ пулсан, халĕ ку вăхăт 2,5 çул таран чакать. Хĕрарăмсем çак ята 37,5 çул стаж пулсан илĕç, арçынсем - 42,5 çулшăн.
Аса илтеретпĕр, 2011 çулхи октябрьччен республикăра "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ята тивĕçнисем 2089-ăн пулнă. Паянхи куна пысăк ĕç стажĕллĕ 27 пин çын, патшалăх награди пуррисемпе танах, асăннă хисеплĕ ята тивĕçнĕ. "Вĕсем - вăрçă вăхăтĕнче тата ун хыççăн çĕршыв экономикине çĕкленĕ вуншар пин ĕçчен. Ватăсен тав сăмахĕсем çав йышăну тĕрĕс пулнине çирĕплетеççĕ", - палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче.
Çĕнĕ Указ çулсене чакарнине кура "Ĕç ветеранĕ" ята тивĕçекенсен йышĕ 10 пин çын патнелле пулать. Хальхи вăхăтра хисеплĕ ятшăн ĕç ветеранĕсем уйăхсерен 1082 тенкĕ тата телефон çыхăнăвĕшĕн тивекен тỹлевĕн 50 проценчĕ чухлĕ компенсаци илсе тăраççĕ. Çакă вара ял çыннисемшĕн, ватăсемшĕн самаях пысăк пулăшу. Акă, Хирти Сĕнтĕр ялĕнчи Валентина Зайкован та ĕç стажĕ - 40 çул. Çак кунсенче вăл Чăваш Республикин ĕç ветеранĕн удостоверенине алла илнĕ.
- Манăн ĕçĕме çавăн пек наградăпа хаклани питĕ савăнтарать. Эпĕ 1972 çулта Комсомольски райпо тытăмĕнче ĕçлеме пуçланă, унта 20 çул хушшинче кондитерта та, поварта та тăрăшнă. Ун хыççăн Çĕнĕ Кипеç шкулне куçрăм. 2007 çулта пенсие тухнă пулин те, халь те ялти сыр цехĕнче ĕçлетĕп. Удостоверение илсен чунтан хĕпĕртерĕм, вăл çăмăллăхсем парать-çке, çемье бюджетне те сисĕмлĕ пулăшу. Республика Пуçлăхне, правительствăна пирĕн çинчен шутланăшăн тав тăватăп, - тет Валентина Германовна.
Паллах, вулакансене çак çĕнĕлĕх хăçан пурнăçа кĕресси кăсăклантарать. Хатĕрленỹ валли вăхăт кирлине кура Указ 2015 çулхи июнĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕрĕ. Районти социаллă хỹтлĕх пайĕн начальникĕ И.А.Никитина:
- 2011 çултанпа Комсомольски районĕнче пурăнакан 690 çын "Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ" ята тивĕçрĕ (стажпа). Çавăн пекех республикăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ятсем илнĕ 66 çын та ĕç ветеранĕн статусĕллĕ. "Раççей Федерацийĕн ĕç ветеранĕ" ята тивĕçнисем вара районта 3069-ăн. Район çыннисем асăннă саккун тухасса тахçанах кĕтеççĕ, ăна питĕ савăнса йышăнчĕç. Паянхи куна çак ята илме çителĕклĕ стаж пуррисем социаллă хỹтлĕх пайне килме, шăнкăравлама пуçларĕç те ĕнтĕ. Вĕсем пиртен мĕнле документсем пуçтармаллине ыйтса пĕлеççĕ. Эпир тĕплĕн ăнлантарса пама, пулăшма яланах хатĕр.
Л.ШУРЯШКИНА.
Источник: "Каçал Ен"