26 ноября 2014 г.
Граждансем хăйсен хваттерĕсене приватизацилемелли вăхăт вĕçлениччен 3 уйăх ытларах çеç юлчĕ - çакăн çинчен Росреестрăн республикăри управленийĕ аса илтерет. Муниципалитет çурт-йĕрне тỹлевсĕр майпа уйрăм çынсен харпăрлăхне парасси 2015 çулхи мартăн 1-мĕшĕнче вĕçленмелле, çавна май хваттерсене приватизацилес кăмăллисене ку ĕçе вăраха ямасăр пурнăçлама сĕнеççĕ.
Правасен пĕрлехи патшалăх реестрĕн кăтартăвĕсем тăрăх - республикăра кăçал кăна граждансем 4,5 пин ытла хваттере приватизациленĕ. Пĕтĕмпе вара тỹлевсĕр приватизаци пуçланнăранпа Чăваш Енре уйрăм çынсен харпăрлăхне 162,5 пин ытла объект куçнă. Росреестрта çакăн пирки те асăрхаттараççĕ: хваттерсене приватизацилессипе çыхăннă процесс обязательнăй йĕркепе Росреестрта пулнипе тата хваттер тĕлĕшпе правăн патшалăх регистрацийĕн свидетельствине илнипе вĕçленмелле.
Источник: "Каçал Ен"