26 ноября 2014 г.
Республикăри "Професси суйласа ил" акци вăхăтĕнче районти тĕп библиотекăра аслă классемпе "Эпĕ тата манăн пулас професси" темăпа калаçу сехечĕ иртнĕ. Библиотекарьсем вĕренекенсене тĕрлĕ профессисем çинчен каласа панă, "Эрудит", "Аукцион профессий", "Профессия или должность", "Отгадай профессию по описанию" конкурссем йĕркеленĕ. Пурнăçра хăв суйласа илнĕ ĕçре ăнăçусем тăвас, чăн-чăн специалист пулас тесессĕн çыннăн хăйĕн характерĕнче мĕнле пахалăхсене аталантармалла? Çак ыйту тавра та нумай калаçнă çамрăксем. Валентина Боровкова професси суйласа илесси яваплă та тĕрĕс пулмаллине каланă. Сăмахран, тĕнчере 40000, Раççейре 6000 професси пур. Кашни кун 25 миллион çын ĕçлекен вырăна улăштарать, вĕсенчен 12 проценчĕ хăй тăрăшнă вырăна каялла таврăнать мĕн.
Источник: "Каçал Ен"