26 ноября 2014 г.
Хỹтлĕхсĕр, ашшĕ-амăшĕн тимлĕхĕсĕр, ăшшисĕр тăрса юлнă ачасем сахал мар. Пĕчĕкскерсемшĕн ачасен çурчĕ, интернат - тăван кил, унти воспитательсем - анне те, атте те. Кашни ача вара çемьере çитĕнме тивĕç-çке. Çакна тĕпе хурса-ши, ачасене шеллесе-ши, юратса-ши - пĕчĕкскерсене хăйсен хỹттине илекен çемьесем пур. Пирĕн районти çемьесенче ашшĕ-амăшĕсĕр юлнă 85 ача хỹтлĕх тупнă. Вĕсем ачасене хăйсен ăшшине параççĕ, пурнăç çулĕпе утма вĕрентеççĕ. Вĕсем ачисемпе чунтан савăнаççĕ, мухтанаççĕ.
Акă, иртнĕ эрнере районти культурăпа кану центрĕнче йĕркеленĕ уяв та çакнах çирĕплетет. Пурте пĕрле пухăнса пĕр çемьери пек савăнчĕç. Сцена çинче юрлама, ташлама, конкурссенче вăй виçме те ăста ачасемпе ашшĕ-амăшĕсем. Вĕсен питĕнче йăл кулă çиçни телейлĕ пулнине çирĕплетет мар-и? Уява "Радуга" ача-пăча сачĕн воспитанникĕсем те хутшăнчĕç. Пухăннисене район администрацийĕн вĕренỹ пайĕн начальникĕ Надежда Петрова, опекăпа попечительство уйрăмĕн заведующийĕ Татьяна Галзанова, районти хĕрарăмсен канашĕн представителĕ Валентина Тихонова ăшшăн саламларĕç, ăнăçу, телей, çирĕп сывлăх сунчĕç.
Тăван мар ачана çемье ăшши паракан ашшĕпе амăшĕ чăннипех те тав сăмахне тивĕç. Вĕсем ача шăпишĕн пăшăрханаççĕ, тивĕçлĕ воспитани парса ỹстерессишĕн тăрăшаççĕ. Ахальтен мар шăпах çак кун "Единая Россия" партин çамрăк гварди активисчĕсем Денис Галзановпа Наталия Николаева хăнасене кĕтсе илсе "Пысăк чĕре" орденпа чысларĕç.
А.ЕФРЕМОВА.
Источник: "Каçал Ен"