АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕтĕмпех - ачасене

22 ноября 2014 г.

    Пĕлтĕр ноябрь уйăхĕнче районта "Радуга" ача сачĕ уçăлнине кашниех ас тăвать пулĕ. Ача садне кĕске вăхăтрах никĕс ярса, купаласа, хатĕрлесе çитерчĕç. Ăна савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç, уява Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата ытти сумлă хăнасем хутшăнчĕç. Унтанпа çулталăк иртрĕ, çак вăхăтра вара ача сачĕ хăтлăланчĕ, илемленчĕ, ача-пăча сассипе тулчĕ. Тĕрлĕ ỹсĕмри ачасем çỹрекен ушкăнсем валли çĕнĕ теттесем туянчĕç, методикăпа вĕренỹ пособийĕсем килчĕç. Халĕ кунта 8 ушкăна çỹрекен 190 ачана тĕрлĕ енлĕ аталанма, выляма, чупма, вĕренме пĕтĕм услови çителĕклĕ. Ача сачĕ уçăлнă куна ашшĕ-амăшĕ, ачасем, педагогсем нихăçан та манмаççĕ. Çак куна асра тытса иртнĕ эрнере "Радугăра" савăнăçлă уяв пулчĕ.

    Пухăннисене ача сачĕн заведующийĕ А.Н.Албутова ăшшăн саламларĕ, çитĕнỹсемпе паллаштарчĕ. Сăмахран, ашшĕ-амăшĕ тăрăшнипе территорие тирпейленĕ, чылай тĕп чечек лартнă, вылямалли площадкăсене хăтлăлатнă. Çак вăхăтрах вара нумай-нумай мероприяти йĕркеленĕ, тĕрлĕ конкурссене хутшăннă. Уяв программи, паллах, сăвă-юрăсăр, ташăсăр мар. Чи малтанах кунта ĕçлекен педагогсем сценкăпа савăнтарчĕç. Кашни çын тăрăшакан професси хăйне евĕр лайăх пулнине тĕслĕхпе çирĕплетсе пачĕç. Хăнана Тухатмăш, Кузя хĕрт-сурт килчĕç, уявпа саламларĕç. Кузя ача садĕнчи кашни пỹлĕме çитсе курнипе туллин паллаштарчĕ. - Пур пỹлĕмре хитре те таса, анчах та эпĕ апат пĕçерекен пỹлĕмре вырнаçрăм. Унта яланах ăшă, таса, хырăм тутă, - терĕ вăл. Ачасем те юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Чи пултаруллă та маттур, куллен пулăшса пыракан ашшĕ-амăшне Дипломсем парса чысларĕç.

                                                                                                                                                                                                                                     О.ГРИГОРЬЕВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика