АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Чăваш ачи, сассуна пар!"

22 ноября 2014 г.

    Чăваш поэзи никĕсне хываканĕ Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 115 çул çитрĕ. Кăвар чĕреллĕ поэтăмăра асăнса Комсомольски пĕрремĕш вăтам шкулĕнче чỹкĕн 18-мĕшĕнче "Чăваш ачи, сассуна пар!" фестиваль иртрĕ. Уява районти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен пĕрлешĕвĕн ертỹçи С.Г.Индюкова уçрĕ. Вăл Çеçпĕле сума сăвакансене поэт пултарулăхĕпе паллаштарчĕ. "Хастарлă, хыт утăмлă пулăр, çĕршывăн хастар ачисем! Вут кайăклăн вĕçĕр, ан юлăр, ан юлăр кун-çул уттинчен!" Поэтăмăрăн çак сăвă йĕркисем фестивале хутшăнакансене тыткăна илчĕç, чĕре варрине вырнаçса çитĕнỹсем тума хавхалантарчĕç. Районти вĕренỹ пайĕн методисчĕ С.П.Атласкина пурне те пысăк пĕлтерĕшлĕ уявпа саламларĕ, ачасене ăнăçу сунчĕ. Уява районти 17 шкултан пултаруллă ачасем хутшăнчĕç. Пĕри тепринчен маттур. 5-7-мĕш классем хушшинче Хырай Ĕнел вăтам шкулĕнчен килнĕ Егор Мартынов "Салтак шăпи", Тăманлă Выçлинчи Никита Бархонов "Хурçă шанчăк" сăвăсене вулани пурин кăмăлне те кайрĕ. 8-мĕш класра вĕренекен Алиса Голубева (Шурут вăтам шкулĕ) "Инçе çинçе уйра уяр" сăвва чăн-чăн артист пек каларĕ. Анастасия Тишова (Нĕркеç вăтам шкулĕ) "Çĕн кун аки" сăвва вулани чуна пырса тиврĕ. Тутарсем те Çеçпĕл Мишшине пысăка хурса хаклани чуна савăнтарать. Надия Абикова (Комсомольски 1-мĕш), Лилия Хамбикова (Урмаел), Айзиле Мингалеева (Тукай Мишер), Динара Гибатдинова (Чĕчкен) сăвăсене пысăк ăсталăхпа вуларĕç. Жюри членĕсем вĕренекенсен пултарулăхне виçĕ ỹсĕмпе палăртрĕç.

       "Сирĕнпе пĕрле ларса Çеçпĕл Мишши сăввисене хам чĕре витĕр кăлартăм",- пурне те тав сăмахĕ каланă май палăртрĕ хăйĕн шухăшне Н.А.Смирнова вĕрентекен.

                                                                                                                                                                                                                     В.ЕФИМОВА, Т.ЕРМОЛАЕВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика