АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районти лару-тăрпа паллашрĕç

22 ноября 2014 г.

     Ноябрĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Енре, çавăн пекех районта та, черетлĕ Пĕрлехи информаци кунĕ пулчĕ. Пирĕн района тĕп хуламăртан информаци кунне ирттерме ĕçлĕ ушкăн килсе çитрĕ. Кун йĕркине граждансене тỹлевсĕр юридици пулăшăвĕ парас, ачасене право пулăшăвĕ памалли кунпа çыхăннă мероприятисене йĕркелес, халăха патшалăх тата муниципалитет сĕнекен пулăшусемпе туллин усă курма майсем туса парас, усă курман ял хуçалăх çĕрĕсене пусă çаврăнăшне кĕртес ыйтусене кĕртнĕ. Çавăн пекех тĕп темăсен шутĕнче Чăваш Республикин ял хуçалăхĕнчи пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллашасси, пушартан сыхланасси, алкоголизма хирĕç профилактика ĕçĕсем пурнăçласси пулчĕ.

    Çав кун информаци кунне ЧР Патшалăх Канашĕн социаллă политика тата наци ыйтăвĕсем енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ П.С.Краснов, ЧР Шалти ĕçсен министерствин оперативлă-шырав пайĕн начальникĕ В.Г.Комаров килсе çитрĕç.

    ЧР Шалти ĕçсен министерствин оперативлă-шырав пайĕн начальникĕпе В.Г.Комаровпа РФ Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи "Комсомольский" уйрăмĕн начальникĕ Г.Н.Кокшин Урмаел ял поселенине çитсе курчĕç, кунти ĕç-хĕлпе интересленчĕç, информаци кунĕн темисем тавра калаçса ял çыннисене пăшăрхантаракан ыйтусем çине хурав шырарĕç. Малалла вĕсем Урмаелĕнчи информаципе культура центрĕнче пулчĕç, унтан вăтам шкула çул тытрĕç. Г.Н.Кокшин пуçтарăннисене информаци кунĕнче сỹтсе явма палăртнă темăсемпе паллаштарчĕ, ял çыннисене кĕркуннехи-хĕллехи вăхăтра уйрăмах асăрхануллă пулмаллине, пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнмаллине асăрхаттарчĕ. Ял поселенийĕн пуçлăхĕ М.М.Зайнуллин ял хуçалăх ĕçĕсем епле пурнăçланнипе, тухăç кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Çавăн пекех В.Г.Комаровпа Г.Н.Кокшин ял халă-хĕпе алкоголизма хирĕç тăрасси çинчен лекци ирттерчĕç, районта лавккасенче сутма юраман эрехсем пурри çинчен пĕлтерчĕç. Кун пек тĕслĕхпе кăçал уголовлă икĕ ĕç пуçарнă та ĕнтĕ. Халăхпа калаçнă хыççăн çакна калама пулать: ялсенче Мускава ĕçлеме çỹрекен арçынсем ытларах ĕçеççĕ иккен.

    Пĕрлехи информаци кунĕн пĕтĕмлетĕвĕ район администрацийĕнче иртрĕ.

                                                                                                                                                                                                                                        А.КОЗЛОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика