19 ноября 2014 г.
Чăваш поэзийĕн никĕсне хываканĕ, чăваш поэзийĕн сывлăмлă таса ирĕ, кĕрнеклĕ чечекĕ Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа ноябрĕн 16-мĕшĕнче 115 çул çитрĕ. Çавна май çак кунсенче районти тĕп библиотекăра Комсомольскинчи 1-мĕш вăтам шкулĕн 5-мĕш "а" класĕнче вĕренекенсемпе (ертỹçи А.В.Прокопьева) "Çĕн ĕмĕр чăвашĕ - Çеçпĕл Мишши" поэзи сехечĕ иртрĕ. Чи малтанах В.Боровковăпа А.Волкова библиотекарьсем поэтăн пултарулăхĕ çинче чарăнса тăчĕç. 9-мĕш "а" класра вĕренекен Людмила Карсаковăпа Надия Абинова, 5-мĕш класра вĕренекен Анжелика Петрова, Дарья Павлова, Ангелина Громова, 7-мĕш класра вĕренекен Анжелика Карпова, Елизавета Паркова, 11-мĕш класри Ирина Тимофеева, Екатерина Долгова поэтăн сăввисене вуларĕç. "Хурçă шанчăк", "Чăваш чĕлхи", "Çĕн кун аки" тата ытти сăввисем те янăрарĕç асăннă мероприятире. А.Волкова библиограф Çеçпĕл Мишшин пултарулăхĕ тата унăн сăввисем çинчен çырнă кĕнекесемпе паллаштарчĕ. Ачасем Çеçпĕл Мишши пурнăçĕ çинчен хатĕрленĕ презентаципе паллашрĕç.
Юлашкинчен "Поэтăн биографине пĕлетĕр-и?" викторина иртрĕ. Чи лайăх хуравлакансем парнесем илме тивĕçлĕ пулчĕç.
А.ВОЛКОВА.
Источник: "Каçал Ен"