АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уголовлă ĕçе суда янă

19 ноября 2014 г.

    "Уют" çĕвĕ çурчĕ" ООО ертỹçи тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарса ăна суда ярса панă. С. гражданина РФ УК 159.2 статйин 3-мĕш пайĕпе, тĕрĕс мар документсем хатĕрлесе, суйса субсиди илнĕ теççĕ. Следстви ĕçĕсемпе килĕшỹллĕн асăннă организаци ертỹçи кăçалхи февралĕн 14-мĕшĕнче районти ĕçпе тивĕçтерекен центрпа ĕçсĕр инвалидпа нумай ачаллă 2 хĕрарăма ĕç вырăнĕпе тивĕçтерме килĕшỹ çырнă. Çынсем валли ĕç вырăнĕсем хатĕрлеме 38836,98 тенкĕлĕх оборудовани туяннă пулин те, ĕçпе тивĕçтерекен центра 130500 тенкĕлĕх тĕрлĕ оборудовани туяннă тесе суя чексемпе накладнойсем хатĕрлесе панă. Çак документсемпе килĕшỹллĕн ĕçпе тивĕçтерекен центр республика бюджетĕнчен саплаштаракан 129500 тенкĕне "Уют" çĕвĕ çурчĕ" ООО счечĕ çине куçарса панă. Çавна май С. гражданин Чăваш Республикин бюджетне 90663,02 тенкĕлĕх тăкак кỹнĕ.

     Уголовлă ĕçе ЧР Елчĕк район судне ярса панă.

                                                                                                                                                                                                                                В.НИКОЛАЕВ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика