АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасене - тỹлевсĕр право пулăшăвĕ

19 ноября 2014 г.

    Чỹк уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин хулисемпе районĕсенче юстиципе шалти ĕçсен органĕсен ĕçченĕсем, ача прависене хỹтĕлекен уполномоченнăйсем, вырăнти хăй тытăмлăх тата патшалăх влаç органĕсен представителĕсем, нотариуссемпе адвокатсен пĕрлĕхĕсем, вĕренỹпе коммерци шутне кĕмен ытти организацисем хутшăннипе тĕрлĕ мероприяти иртет. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Шупашкарта вырнаçнă йышăну пỹлĕмĕнче (Шупашкар хули, Ленинград урамĕ, 36-мĕш çурт) Раççей Федерацийĕн Юстици министерствин Чăваш Республикинчи управленийĕн ертỹçи Д.Сержантов çак кун ачасен прависемпе интересĕсене, ирĕкĕсене хỹтĕлессипе çыхăннă ыйтусемпе граждансене 13.00-15.00 сехетсенче йышăнать. Ыйтусем пулсан граждансем маларах 8(8352)62-22-33, 62-22-55 номерсемпе çыхăнма пултараççĕ. Ачасене право пулăшăвĕ паракан çакăн евĕр пунктсене халăха патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерекен нумай функциллĕ центрсенче, вĕренỹ учрежденийĕсенче, ача çурчĕсенче, çул çитменнисен социаллă реабилитаци центрĕсенче те йĕркелеме палăртнă. Çак темăпа çыхăннă тĕп мероприятисен планĕпе эсир Раççей Федерацийĕн Юстици министерствин Чăваш Республикинчи управленийĕн (to21.minjust.ru) Чăваш Республикин влаç органĕсен официаллă порталĕн сайчĕсене кĕрсе паллашма пултаратăр.

     Çак кун Комсомольски районĕнче те тĕрлĕ мероприяти пулĕ. Акă, Надежда Платоновăпа Николай Афанасьев адвокатсем Хырхĕрри тĕп, Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕсенче лекци тата право ыйтăвĕсемпе консультацисем ирттерĕç. Халăха социаллă пулăшу паракан центрта ĕçлекенсем "Сирĕн правасемпе тивĕçсем" калаçупа вĕренекенсем умне тухĕç. Комсомольски полици пайĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен подразделенийĕн ĕçченĕсем "Йĕркене пăснăшăн çул çитменнисене административлă яваплăх тыттарасси", район прокуратуринче тăрăшакансем "Наркоманипе токсикоманирен асăрхаттарасси" темăсемпе калаçу ирттерме палăртнă. ЧР ачасен прависемпе ĕçлекен уполномоченнăйăн районти пулăшаканĕ район администрацийĕн çуртĕнче 8-17 сехетсенче ачасене, ашшĕ-амăшне йышăнать, право ыйтăвĕсемпе консультаци парать. Çавăн пекех район администрацийĕн юридици служби тата опекăпа попечительство секторĕ те консультаци, тематика сехечĕсем ирттерме палăртнă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика