АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Электрон мелпе çăмăлрах

19 ноября 2014 г.

   РФ Миграци службин Чăваш Енри управленийĕ республикăра пурăнакансене патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсен Пĕрлехи порталĕпе усă курса электрон мелпе тĕрлĕ пулăшу парассине 2010 çулхи апрель уйăхĕнченех ĕçе кĕртнĕ.

   Электрон мелпе патшалăх пулăшăвне илес тесессĕн пĕрлехи порталта регистрациленмелле, анкета çырмалла тата хатĕр документа алла илме территорири пункта çитмелле. Пулăшупа усă курас тĕллевлисен çак документсем пулмалла:

- пурăннă вырăнта регистрациленесси е пропискăран тухма ыйтса çырни;

- паспорт е çын кам пулнине ĕнентерекен урăх документ;

- çуртра е пỹлĕмре пурăнма ирĕк паракан документ;

- килнине е кайнине пĕлтерекен хут;

- килнин е кайнин статистика хучĕ;

- харпăрлăхçăн (е тара тытаканăн) е вĕсемпе пĕрле пурăнакансен килĕшĕвĕ - электрон мелĕпе алă пусмалли правилăсемпе килĕшỹллĕн алă пусса.

   Документсемпе тата заявлени тĕслĕхĕсемпе Раççей ФМСĕн, Чăваш Енри УФМСĕн тата патшалăх пулăшăвĕсен сайчĕсенче тĕплĕн паллашма пулать. Кирлĕ документсем пурте пулмасассăн, çын хăй çинчен тулли пĕлтермесен, ыйтса çырнин интерактивлă формине тĕрĕс мар çырса тултарсан, çын ыйтса çырнине хăй пурăнман вырăнти органа ярса парсан заявление йышăнмаççĕ тата пăхса тухмаççĕ. Енчен те çын виçĕ кун хушшинче регистраци учечĕн органне кирлĕ документсемпе пымасассăн унăн ыйтăвĕпе ĕçлеме пăрахаççĕ, ун çинчен Пĕрлехи портал урлă пĕлтереççĕ.

                                                                                                                                                                                                                                  А.ГАЛКИНА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика