АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăвăршăн чи çывăх тус пулăр

15 ноября 2014 г.

    Енчен те сирĕн ỹт-пỹ виçи ытларах тăк, тухтăрсем "иккĕмĕш йышлă сахăр диабечĕ" диагноз лартрĕç пулсан, çакна пĕлĕр: эсир - пĕччен мар, пулăшма хатĕр çын яланах пур. Сирĕн тĕп Пулăшакан шур халатлă тухтăр та, ĕçтеш те, тахçанхи юлташ та, кỹршĕ те, чи çывăх тăван та мар, ку вăл - Эсир хăвăр!

    Хитре те яштака пулма, сывлăха çирĕплетме мĕн кирлине пĕлме, пурнăç йĕркине улăштарма шут тытрăр пулсан, ансат темиçе йĕркене асра тытăр:

Сахăр диабетĕнчен тата самăрлăхран сипленнин тĕп тĕллевĕ - япала улшăнăвне йĕркене кĕртесси.

Диета - выçă тытни мар, ỹт-пỹ виçине чакарас тесен кунне 5 хутчен çимелле. Каçхи апат тумасан та юрать, ирхине вара çимеллех!

Самăрлăхран тата иккĕмĕш йышлă сахăр диабетĕнчен сипленмелли тĕп мел - ятарлă диетăна пăхăнни. Сывлăхлă пулас тесен тĕрĕс апатланмалла.

     Этем мĕншĕн самăрланать? Ытларах чухне çакăн сăлтавĕ мĕн чухлĕ çинипе мĕн чухлĕ хускану туни шайлашăнса тăманнинчен килет. Çиекен апат усса пытăр тесен, талăкри рационта 15 процент белок, 30 процент çу, 55 процент углевод пулмалла. Сахăр диабечĕ икĕ тĕслĕ пулать. 1-мĕшĕ ача чухнех пуçланать, çакă хырăм ай парĕ йĕркеллĕ ĕçлейменнипе организма инсулин çитменрен килет. Сахăр диабечĕн 2-мĕш тĕсĕнче инсулин çителĕклĕ е ытларах та пулать, анчах самăр çынсен органĕсемпе тĕртĕмĕсем ăна туймаççĕ. Çавăнпа хырăм ай парĕ (поджелудочная железа) темиçе хут нумайрах инсулин туса кăларма пуçлать. Юнра çителĕклĕ сахăр шайĕ пултăр тесе вăл темиçе е вуншар çул та ытлашши инсулин кăларса тăрать. Çак тапхăрта врач тĕртĕмсем инсулина туйма пулăшакан эмел препарачĕсем палăртать. Анчах хырăм ай парĕн çак функцийĕ хăçан та пулин вăйсăрланать, инсулин туса кăларасси чакать те инъекцисем кирлĕ пулаççĕ. Çакăн патне пырса тухас темесен сахăр диабечĕпе тата ытлашши виçепе кĕрешме çителĕклĕ çеç, тĕрĕс çиме хăнăхмалла. Ỹт-пỹ виçине 5-10% антарни те юнри глюкоза шайне лайăхлатать, холестеринпа триглицеридсем сахалланаççĕ, юн пусăмĕ йĕркене кĕнипе тромбсем пулас, инфарктпа, инсультпа чирлес хăрушлăх чакать.

    Çакна ăнланăр: ансат диетăна пăхăнни, кирлĕ чухне врач палăртнă ятарлă препаратсене йышăнни юнри сахăр шайне антарнисĕр пуçне сирĕн ĕмĕрĕре те вăрăмлатать. Кĕлетке виçине пĕчĕккĕн, хуллен чакарни (эрнере 500-1000 грамм) - сывлăхпа илем енне тăвакан иккĕмĕш утăм. Виççĕмĕшĕ - хусканусем туни. Хăвăрпа туслашăр та сывă пурнăç йĕркине пăхăнса малалла утăр.

                                                                                                                                                                                                                                      В.ФЕДОРОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика