АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Урăх профессие алла илес текенсене кĕтетпĕр!

15 ноября 2014 г.

   Халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центр вĕренсе пĕлĕвĕсене анлăлатас е урăх професси алла илес текенсене пулăшма яланах хавас. Çакă вăл, паллах, ĕç вырăнĕ тупассине чылай çăмăллатать. Кăçал ĕçсĕр 41 гражданин, пенсири 3 çын, 3 çул тултарман ачапа ларакан 10 хĕрарăм хушма професси илнĕ те ĕнтĕ.

    Çитес çулта та районти ĕçпе тивĕçтерекен центрта вĕренỹ малалла тăсăлĕ. Унта электрогазосварщик, водитель, котельнăй операторĕ, тракторист, хуралçă, каменщик, парикмахер, маникюр, организаци менеджерĕ, бухгалтер тата ытти специальноçсемпе пĕлỹ илĕç. Енчен те çыннăн професси çук пулсассăн, кирлĕ квалификаци çуккипе ĕç вырăнĕ тупаймасан, ĕç çуккипе профессие улăштармалла пулсан вĕренỹ тỹлевсĕр пулĕ. Пĕлỹ илнĕ хыççăн вĕренни çинчен ятарласа свидетельство е патшалăх удостоверенине параççĕ. 2015 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен ушкăнсем йĕркелеççĕ.

    Вĕренсе пĕлĕвĕсене анлăлатас е урăх профессие алла илес текенсене çак адреспа кĕтетпĕр: Комсомольски ялĕ, Завод урамĕ, 29-мĕш çурт.

                                                                                                                                                                                                                                  Г. ВОРОНОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика