15 ноября 2014 г.
Пит хитре пăхмаях пилеш, пит хитре,
Çимех тăрсан пит йỹçĕ.
Пит çăмăл калама "салтак", пит çăмăл,
Каймаях тăрсан пит йывăр.
Çамрăксем çара каяççĕ. Урам тăрăх тутăр вĕлкĕштерсе салтак юрри шăрантараççĕ. Ах, мĕншĕн çав тери хурлăхлă-ши вăл, мĕншĕн чуна тивсе куççуль кăларать-ши? Мĕн ĕлĕкренех çăмăл пулман çав салтак шăпи. Тăван кĕтесрен, çывăх çынсенчен уйрăлса каятăн та... Урăхларах пулма майĕ те çук çав.
Районти çар комиссариачĕ умĕнче каллех мăйран шурă алшăллисем çакса янă каччăсемпе шавлă халăх тăрать. Çамрăксене çара ăсатакансем çулталăкне икĕ хутчен çар комиссариачĕ умĕнчи палăк умне çапла пуçтарăнса сĕт çулĕпе кайса çу çулĕпе килме ырă сунаççĕ. Кăшт маларах вара вĕсем тăванĕсемпе, ял-йышпа ăсату каçĕнче кĕрекене лараççĕ. Çак ырă йăла йăл илсех пырать темелле. Акă, ноябрĕн 11-12-мĕшĕсенче пурĕ 14 çамрăка салтак ятне чыслăн тытма, ырă хыпарпа каялла таврăнма пил панă. Çар çынни ятне илесси пасар кулачĕ çиесси мар, çавах арçын тивĕçне пурнăçламаллах.
А.КОЗЛОВА
Источник: "Каçал Ен"