15 ноября 2014 г.
Ноябрĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Министрсен Кабинечĕн кулленхи ларăвĕ иртнĕ. Пухăннисем 2014 çулхи 9 уйăхра республика бюджечĕ епле пурнăçланнине пăхса тухнă. Финанс министрĕ Светлана Енилина палăртнă тăрăх - ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне республика бюджетне тупăш тĕлĕшпе 30,3 млрд яхăн тенкĕлĕх пурнăçланă. Иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан çак виçе 2,9 процент пысăкланнă.
Çав шутра хамăрăн тупăш та ỹсĕмлĕ - 3,6 процент. Тăкаксене илес тĕк - вĕсем те 30,3 млрд тенке яхăн. Ку кăтарту пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен чылай пысăкрах - 9% чухлех. С.Енилина республикăн тăкак обязательствисене укçа-тенкĕпе тивĕçтерессине вăхăтра пурнăçласа пынине палăртнă. Ĕç укçи ỹснĕ май налук тата налук мар тỹлевсем ытларах кĕнĕ, çийĕнчен тивĕçлĕ органсем предприятисемпе организацисем асăннă тỹлевсене туллин тата вăхăтра хывнине тĕрĕслесех тăнин витĕмĕ те пур.
Темăна пĕтĕмлетсе Правительство пуçлăхĕ И.Моторин 4-мĕш квартал укçа-тенкĕ енĕпе çулленех çивĕч пулнине аса илтернĕ. Муниципалитет районĕсен ял хуçалăхĕнчи экономика ăмăртăвĕ çинчен йышăну тунă. Районсем виçĕ зонăна пайланса тупăшĕç, документра çĕнтерỹçĕсене укçан хавхалантарассине палăртнă. Культура учрежденийĕсем валли те укçа пулĕ. Муниципалитетсене 400-шер пин тенкĕ парассине çирĕплетнĕ.
Источник: "Каçал Ен"