АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Анлă тренировкăсем иртрĕç

15 ноября 2014 г.

     Ноябрĕн 13-14-мĕшĕсенче Комсомольски районĕнче командăпа штаб тренировкисем иртрĕç. Вĕсем питĕ анлă та нумай енлĕ пулчĕç, халăх хуçалăхĕн кашни сферине пырса тиврĕç тесен те юрать. Çак мероприятие Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн йĕркеленĕ. Унăн тĕллевĕ - пирĕн районти чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарма тата хăрушлăха сирсе яма тивĕçлĕ службăсен хатĕрлĕхне тĕрĕслесси, районти гражданла оборона, чрезвычайлă лару-тăрăва сирмелли тата çавăн йышши ытти плансене тỹрлетесси, район ертỹлĕхĕпе тĕрлĕ структурăсен ĕçченĕсен çак енĕпе пĕлĕвне ỹстересси.

    Тренировкăна хутшăнакансем пурăнмалли çуртра газ сирпĕнсен, шкулта пушар тухсан, çул çинчи аварие пула бензин юхса тухсан, теракт вăхăтĕнче районти тĕп больницăра пушар пулсан, электричество пĕтсен мĕн тăвассине практика мероприятийĕсенче кăтартса панă. Аварипе çăлав службисем, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен представителĕсем, социаллă, культура объекчĕсен ĕçченĕсем Шупашкартан килнĕ тĕрĕслевçĕсем лартнă тĕллевсене çийĕнчех те тĕрĕс пурнăçламалла пулнă. Çавăн пекех эвакуаци, противогаз паракан, санитарипе çăвăнмалли пунктсене, хỹтĕлев сооруженине, транспорта тата тумтире сиенлĕ япаласенчен тасатакан станцисене те тĕрĕсленĕ. Районти гражданла оборона тытăмне мирлĕ вăхăтран çар режимне куçармалли ыйтусемпе тĕплĕн ĕçленĕ. Практика мероприятийĕсем хыççăн районти вăйсемпе хатĕрсене тата куçса çỹрекен апатлану пунктне те тимлĕх уйăрнă.

     Çак пысăк тренировкăсем иртнĕ хушăрах Комсомольскинчи Заводская, Центральная, Полевая урамсенче пурăнакансем тăватă кун шывсăр ларчĕç. Çакă чрезвычайлă лару-тăру шутне кĕмест-шим, ĕçме те, апат пĕçерме те, çăвăнма та, туалетра та шыв çук-çке.

                                                                                                                                                                                                                                     (ХАМĂР ИНФ.).

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика