12 ноября 2014 г.
Сентябрĕн 26-мĕшĕнчен пуçласа республикăра çĕнĕ йышши психоактивлă хутăшпа усă курнă хыççăн хăйсене япăх туйнипе çынсем медучрежденисенчен пулăшу ыйтнă тĕслĕх тăруках нумайланнă. Больницăсене 100 ытла çын пынă е вĕсене васкавлă пулăшу илсе килнĕ. Вĕсен хушшинче - 15-17 çулсенчи 20 ача, 2-шĕ вилнĕ. Ытларах çак чирпе палăрнисем пачах ĕçлемен, вĕренмен е вăхăтлăх ĕçсенче ĕçленĕ. Çак кăткăс формулăллă туртмалли хутăшпа усă курсан çыннăн ултавлă курăну, куç вăйсăрланни, хытă хăрама пултарни, тăна çухатни пулать.
Хальлĕхе паллă мар хутăшăн ячĕ те çук-ха. Пермьри лаборатори ăна тĕпченĕ, усă курман хутăшсен 1 №-лĕ списокне кĕртнĕ.
Наркăмăшран сыхланасси - пĕччен тумалли ĕç мар, пурте пĕрле вăй хуни кирлĕ. Çавна май Чăваш Республикин прокуратури саккунлăха сыхлакан ытти органсемпе, патшалăх влаçĕн тата вырăнти тытăм органĕсемпе пĕрле ноябрĕн 17-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 17-мĕшĕччен "Вилĕме ăçта сутаççĕ, пĕлтер!" акци ирттерет. Психоактивлă, наркăмăшлă хутăша ăçта сутнине, вырнаçтарнине анонимлă мелпе çак телефон номерĕсем çине шăнкăравласа пĕлтерме пулать: Республикăри прокуратура - 39-20-12 (ĕçленĕ кунсенче 9.00-18.00 сехетсенче), 62-48-49 (талăкĕпех). СМС-пĕлтерỹпе - 8-937-013-93-41. Интернетри электрон почта адресĕ - prokur@cap.ru; Наркотик çаврăнăшне тĕрĕслесе тăракан Федераци службин Чăваш Республикинчи управленийĕ - 8(8352) 23-01-00; Шалти ĕçсен пайĕн министерстви - 8(8352)24-16-55 е "02". Кунсăр пуçне анонимлă мелпе пĕлтерес текенсем валли ещĕк çакса хунă. Шупашкарта çакăн пек ещĕксене "Каскад", "МТВ-центр" суту-илỹ çурчĕсен, "Шупашкар" пасарăн территорийĕсенче, республика прокуратурин çурчĕсенче, хула администрацийĕнче, юстици çурчĕсенче, тĕп автовокзалта, "Салют" культура керме-нĕнче, "Детский мир" лавкка умĕнчи пĕлтерỹ хăми çинче тупма пулать. Ещĕксене пĕр тăтăш республика прокуратури тĕрĕслесех тăрать.
Наркăмăш тыткăнне кирек кам та çакланма пултарать. Çавăнпа та тимлĕрех пулма тăрăшăр!
Республика прокуратури.
Источник: "Каçал Ен"