АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Демографи лару-тăрăвĕ

12 ноября 2014 г.

    Район администрацийĕн ЗАГС пайĕ кăçалхи çулăн 9 уйăхĕн пĕтĕмлетĕвĕсене турĕ. Çавна пăхнă тăрăх кăçалхи çул районта пурĕ 232 (пĕлтĕрхинчен 2,5 процент сахалрах) ача çуралнă. 252 çын пурнăçран уйрăлнă. Районти кăтартусем тăрăх, вилни çуралнинчен 8,6 процент пысăкрах, республикăра вара - 6 процент. Çураласлăх 1000 çын пуçне 13,3 процентпа танлашнă. Вилнисен кăтартăвĕ - 14,5 процент. Кăçалхи çул районта 166 çемье чăмăртаннă. Шел пулин те, ĕнер пĕр-пĕринсĕр пĕр самант та пурăнайман çамрăксем пур чухне те çемьесене упраса хăвараймаççĕ. Чылай çемье тĕрлĕ сăлтава пула арканать. 47 мăшăра уйрăлни çинчен свидетельство панă. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, çемье чăмăртакансен шучĕ 23,9 процент ỹснĕ.

                                                                                                                                                                                                                                      (ХАМĂР ИНФ.).

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика