АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Стартра - спортпа туслă çемьесем

08 ноября 2014 г.

   Ноябрĕн 4-мĕшĕнче - Халăх пĕрлĕхĕн кунĕнче - "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексĕнче "Атте, анне, эпĕ - спорт çемйи" районти фестиваль иртрĕ. Унта 6 çемье хутшăнма кăмăл турĕ. Калашниковсен, Соколовсен, Барановсен, Осиповсен, Салминсен, Зариповсен спортпа туслă çемйисем старта тухрĕç. Вĕсем тĕрлĕ конкурссенче, эстафетăра вăй виçрĕç.

   Хĕрỹ тупăшура Тукай Мишер ялĕнче пурăнакан Зариповсен команди мала тухрĕ, вĕсем - пĕрремĕш. Салминсем (Комсомольски) иккĕмĕш вырăна тивĕçрĕç, Анат Тимĕрчкассинче пурăнакан Осиповсем 3-мĕш вырăна алăран вĕçертмерĕç. Спорт ăмăртăвĕсем сывлăха çеç мар, туслăха та çирĕплетеççĕ. Пурте пĕрле пухăнса вăхăта усăллă ирттерни темрен те паха.

                                                                                                                                                                                                                                    Ю.БОРОВКОВ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика