АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăмăртура палăрнă

08 ноября 2014 г.

    Нумаях пулмасть Канаш районĕнчи Шăхасанта ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен республикăри черетлĕ ăмăртăвĕ иртнĕ. Тупăшăва А.Н.Смирнов спортсмена халалланă. Унта пирĕн районти маттур кĕрешỹçĕсем те хутшăннă. С.Парфенов (Анат Тимĕрчкасси) 32 килограмлисем хушшинче 3-мĕш вырăн, К.Калашников (Асанкасси) 54 килограмлă виçере 2-мĕш вырăна тухнă.

    - Спортсменсене хăйсен виçисенче çĕнтерме çăмăл пулмарĕ, тупăшăва Мускав тата ытти пысăк хуласенчи паллă кĕрешỹçĕсем хутшăнчĕç. Апла пулин те вĕсем ăмăртура палăрни савăнтарать, - пĕлтерчĕç Валерий Денисовпа Геннадий Петухов тренерсем.

    Çавăн пекех район кĕрешỹçисем Чăваш Республикинче мала тухассишĕн иртнĕ ăмăртура та палăрнă. Асанкасси хĕрĕпе каччи, Р.Школьниковăпа Д.Андреев, 40, 46 килограмлă виçесенче 3-мĕш вырăна алăран вĕçертмен. Кунта, паллах, тренерсен тỹпи пысăк пулнине палăртмалла. Вĕсем спортсменсемпе тăтăшах тренировкăсем ирттереççĕ, ăсталăха вĕрентеççĕ.

                                                                                                                                                                                                                                        А.ЕФРЕМОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика