08 ноября 2014 г.
Асăннă турнир çинчен çакна каласа хăвармалла. Кунта хутшăнмалли чыса иртнĕ кунсенче районта мала тухассишĕн ăмăртса хăйсен ушкăнĕнчи чи маттур, пултаруллă виçшер яшпа икшер хĕр çĕнсе илнĕ. Тăватă ỹсĕмри хĕрачасемпе арçын ачасен чупса тата шывра ишсе ăмăртмалла пулчĕ. Вĕсем кăтартнă вăхăтсене хушса çĕнтерỹçĕсене палăртрĕç.
Чи çамрăк спортсменсем, 2003 çулта çуралнисем тата унран кĕçĕнреххисем, хушшинче Кристина Трофимовăпа (Анат Тимĕрчкасси) Кирилл Денисов (Комсомольски) шывра пулă пек ишсе пĕрремĕш вырăн хуçисем пулса тăчĕç. Асанкассинчи Виктория Карповăпа Никита Самуков (Комсомольски) иккĕмĕш вырăна тухрĕç, Николай Бахтеров (Асанкасси) вара - виççĕмĕш.
2001-2002 çулсенче çуралнисем хушшинче те ăнăçу çаврăнăçуллисем енче пулчĕ. Пьедесталăн чи çỹллĕ картлашки çине Ольга Соловьевăпа (Комсомольски) Роман Краснов (Анат Тимĕрчкасси), иккĕмĕш çине Мария Семеновăпа Костя Калашников (Асанкасси), виççĕмĕшне Нияз Гибатдинов (Урмаел) çĕкленчĕç.
1999-2000 çулсенче кун çути курнисенчен Алина Кокшинапа (Хырай Ĕнел) Максим Самаркин (Комсомольски) çĕнтерỹçĕсем пулчĕç. Мария Трофимова тата Петр Козлов (Комсомольски) - иккĕмĕшсем, виççĕмĕш вырăнта - Данил Макаров (Кĕçĕн Çĕрпỹел).
Чи аслисем хушшинче тупăшу тата хĕрỹрех иртрĕ тесен те йăнăш мар. Ку ушкăнра çĕнтерỹçĕсен йышне Хырай Ĕнел вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем харăсах виççĕн лекрĕç: Евгений Кабалин (пĕрремĕш), Татьяна Сорокина (иккĕмĕш) тата Владимир Тарасов (виççĕмĕш). Кĕçĕн Çĕрпỹел шкулĕн вĕренекенĕсем Светлана Ильина пĕрремĕш, Артем Алексеев иккĕмĕш вырăнпа хăйсен учителĕпе ашшĕ-амăшне савăнтарчĕç.
Ăмăртăва йĕркелекенсем çĕнтерỹçĕсене медальсемпе, грамотăсемпе тата асăнмалăх парнесемпе чысларĕç. "Сирĕн хушăран чемпионсем те тухасса шанатпăр", - терĕç вĕсем çамрăк спортсменсене хавхалантарса. Паян вара чи пултаруллă ишевçĕсем Çĕрпỹре акватлонпа иртекен ăмăртăва хутшăнаççĕ.
Л.ШУРЯШКИНА.
Источник: "Каçал Ен"