АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Музейре - искусство каçĕ

08 ноября 2014 г.

    Районти "Çĕр тата çынсем" халăх музейĕнче "Искусство каçĕ" акци иртнĕ. Раççейĕпех иртекен акци тĕллевĕ - çитĕнекен ăрăва, тĕрлĕ çулсенчи çынсене тăван ен искусствипе, культурипе тата унăн историйĕпе çывăхрах паллаштарасси. Çавна май искусство каçне районти ỹнер шкулĕн вĕрентекенне Надежда Абдюшевăна чĕнтĕмĕр. Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн вĕренекенĕсемпе "Пилеш" ача сачĕн ачисем те акцие хаваспах хутшăнчĕç. Акварельпе, гуашьпе тĕрлĕ ỹкерчĕксем ỹкерчĕç. Надежда Владимировна арт-терапи пирки те каласа пачĕ. Çавăн пекех пухăннисем тăварлă чустаран хатĕрленĕ тĕрлĕ япаласемпе паллашнипе пĕрлех хăйсем те ăсталăхне тĕрĕслерĕç. Аслисем ачасемпе тĕрлĕ япаласем турĕç. Уяв каçĕн вĕçĕнче пурте пĕрле ỹкерчĕксене, ăсталанă япаласене хакларĕç.

                                                                                                                                                                                                                          А.ПОЛЯКОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика