АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йытăсене ирĕке ярас марччĕ

08 ноября 2014 г.

    Районти ялсенче çапкаланса çỹрекен йытă чылайланчĕ. Вĕсем çынсене хăратаççĕ, выльăх-чĕрлĕх çине тапăнаççĕ. Ял тăрăхĕсенче вара çак ыйтупа тимлĕ ĕçлени туйăнмасть. Çакна Урмаел ялĕнче пурăнакан çын районти шалти ĕçсен пайне çырнă заявлени те çирĕплетет. Унта Т. гражданин çапкаланчăк йытăсем унăн çаранра çỹрекен 15 сурăхне çурса тăкнине пĕлтерет. Çак ĕçпе эпир тĕрĕслев ирттертĕмĕр, преступлени йĕрĕсене тупса палăртаймарăмăр. Урмаел ял тăрăхĕн пуçлăхне вара хуçасăр йытăсене тытма представлени патăмăр.

    Районта пурăнакансене асăрхануллă пулма ыйтатпăр. Ачăрсене урамра е çарансем çинче, ял хĕрринче пĕччен çỹреме ирĕк ан парăр, çакă инкек патне илсе çитерме пултарать. Йытăсене вара кăкаркăçра тытнинчен ырри çук.

                                                                                                                                                                                                                                   В.ПОРФИРЬЕВ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика