08 ноября 2014 г.
Юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Правительство ларăвĕ иртнĕ. 2013 çулта эффективлă ĕçлесе пынă регионсене 3 млрд та 484 млн та 199 пин тенкĕне пайласа парасси пирки йышăну тунă. Премие Раççей Федерацийĕн 20 субъекчĕ хушшинче пайланă.
Рейтинга тĕрлĕ кăтартусем кĕртнĕ: ĕçсĕррисен хисепне чакарни, халăхăн тупăшĕпе пурнăç условийĕ, тăлăхсен шутне пĕчĕклетни, вĕренỹпе социаллă политика, сывлăх сыхлавĕн аталанăвĕпе çурт-йĕр хута яни. Унсăр пуçне налуксем пухасси, бюджет ыйтăвĕсем, вăтам тата пĕчĕк предпринимательлĕхе аталантарасси, чи кирли халăх шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлнин кăтартăвĕ пулнă.
Раççей Федерацийĕн Правительстви хакланă тăрăх, Чăваш Республики эффективлă ĕçлесе рейтингра 14-мĕш вырăн йышăннă, 165 млн та 59 пин тенкĕлĕх гранта тивĕçнĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев асăннă укçа-тенке Шупашкарта пĕр пĕчĕк районта ача садне тунă çĕре яма палăртнине каланă, хула администрацине объект валли çĕр вырăнĕ тупма сĕннĕ.
Источник: "Каçал Ен"