АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçри ỹсĕмсемшĕн - Хисеп грамоти

08 ноября 2014 г.

    Районти ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленность ĕçченĕсен кунĕнче чи маттур та пуçаруллă ĕçченсене чыслаççĕ. Çак кун ял хуçалăхĕнче ырми-канми тăрăшакансем Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин, район администрацийĕн Хисеп грамотисене тивĕçрĕç. Вĕсенчен пĕри - "Сюрбеево" ООО-ра ĕçлекен И.Ф.Карсаков механизатор. Иван Федорович хуçлăхра чылайранпа тăрăшать. Шаннă ĕçе яланах тỹрĕ кăмăлпа, вăхăтра пурнăçлать. Çĕр сухаламалла-и, акмалла-и, сỹрелемелле-и - уншăн пĕр ĕç те ют мар. Вăл ир-ирех ĕçе кỹлĕнет те мĕн çĕрле пуличченех уй-хирте тăрăшать. Ырми-канми ĕçлекенскере коллективра хисеплеççĕ, çамрăксем унран тĕслĕх илсе пыраççĕ.

                                                                                                                                                                                                                                      А.ЕФРЕМОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика