АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ухлине çамрăксем юратса вуланă

01 ноября 2014 г.

    Çак кунсенче (юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче) чăвашсен паллă çыравçи Владимир Ухли (Плешков) çуралнăранпа 100 çул çитрĕ. Ухли Тутарстанри Пăва районĕнчи Пысăк Пỹркел ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Хусанти хими техникумĕнче вĕреннĕ пулин те, Володя химик-технолог ĕçне пуçăнас темен, Çĕпрел хутлăхĕнчи шкулсенче ачасене вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ, хăй те Хусанти педагогика институтне куçăмсăр майпа пĕтернĕ.

    1950 çулсенче Владимир Васильевичăн пĕрремĕш калавĕсем "Ялав" журналпа "Тăван Атăл" альманахра пичетленсе тухнă. Пĕр çулталăк Чăваш кĕнеке издательствинче редакторта ĕçленĕ хыççăн Ухлине хулари рабочисен каçхи вăтам шкулĕнче директор туса хураççĕ. Кунта вăл 1962 çулчченех ĕçлет.

    Хулара пурăннă пулсан та Владимир Ухли ял çыннисене манса кайман, вĕсене хăйĕн кĕнекисенче анлăн сăнарланă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-60-мĕш çулĕсенче кĕнекеленсе тухнă "Альтук" повеçĕпе "Шуркелсем" романĕнче уй-хирпе фермăсенче ĕçлекен çынсене произведенийĕсен геройĕсем туса хунă. 1955-60 çулсенче Владимир Ухлин Шупашкарта "Çĕр ешерет", "Кĕçĕн улăхра", "Кирукпа унăн тантăшĕсем", "Пĕлнĕ пулсан", "Йывăççиçемĕн çырли", "Тăлăх мар вăл" ятсемпе кĕнекесем çапăнса тухаççĕ. Вăл кĕнекесенчи геройсем - 10-12 çулхи ачасем тата çитĕнсе пыракан çамрăксем. Çавăнпа та пулĕ Ухлин самаях пысăк тиражпа тухнă кĕнекисем магазинсен çỹлĕкĕсем çинче тусанланса выртман, хăвăрт сутăннă. Утмăлмĕш çулсен вĕçĕпе çитмĕлмĕш çулсен пуçламăшĕнче унăн калавĕсене белорусла, тутарла, мăкшăлла, украинла, марилле куçарса пичетлесе кăлараççĕ.

      Икĕ кĕнекеллĕ "Шуркелсем" роман 1966 çулта вырăсла Мускавра çапăнса тухать. Çитмĕлмĕш-сакăрвуннăмĕш çулсенче те Ухли тухăçлă ĕçлет. Çак тапхăрта унăн "Тăлăх мар вăл", "Хĕрсем пурçăн тĕртеççĕ", "Юрату сукмакĕ", "Сăмах пĕтмен", "Сулăнка кайнисем", "Шăлсăр автан" кĕнекисем тухаççĕ. Владимир Ухли хăйĕн пултарулăх вăйне драматургире те виçсе пăхнă. Вăл темиçе комеди, икĕ-виçĕ драма çырнă. Унăн пьесисем театр сценисем çине те тухнă.

      Ăна 1958 çулта СССР Писательсен союзĕн членне илеççĕ, 1988 çулта вăл "Чăваш АССР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" пулса тăрать. Писатель вунă çула яхăн йывăр чире (пуçа юн кайнине) çĕнтерсе пурăнчĕ, çитмĕл улттă тултариччен, 1990 çулта, пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕ. Ухлин "Тăван Атăл" альманахра (çулталăкра тăватă номер çеç тухнипе ăна альманах тетчĕç) аллăмĕш çулсен пуçламăшĕнчех пичетленнĕ "Кирук" ятлă калавне вуласа эпĕ ăна тỹрех кăмăлланăччĕ. Паллашасси çитмĕлмĕш çулсен вĕçĕнче анчах пулчĕ.

     1978 çулхи кĕркунне. Эпĕ тăваттăмĕш çул Комсомольски районĕнчи "Октябрь ялавĕ" хаçат редакторĕнче ĕçлетĕп. Редакци çумĕнче ялти корреспондентсен шкулне уçни те виçĕ çул çитет. Ялкорсемпе юнкорсем уйăхра икĕ хутчен пĕрле пуçтарăнаççĕ. Хаçат адресĕпе кашни кун вун-вун çыру килсе тăрать. Çирĕм виçĕ пин çын пурăнакан районта хаçат тиражĕ ултă пин экземпляра çывхарчĕ. Ялти корреспондентсем вырăнти хыпарсене пĕлтереççĕ, сăвă-калав çыракансем те пур. Çав кун шăпах кăнтăрла иртсен ялкорсем шкулăн черетлĕ занятине пуçтарăнмаллаччĕ. Эпĕ ялсенчи корреспондентсен çитес вăхăтра хаçатра пичетлесе кăларма хатĕрленĕ очеркĕсемпе тĕрленчĕкĕсене, сăвă-калавне тепĕр хутчен тишкерсе тухма хатĕрленнĕччĕ çеç, пỹлĕм алăкне шаккаса иккĕн кĕрсе тăчĕç. Пĕри - вăтам пỹллĕскер, çутă куçлăх тăхăннăскер, тỹрех тĕпелелле иртсе ларчĕ, тепри - тулли пит-куçлă, тачка кĕлеткеллĕ вăтам çулхи çын алăк патĕнче чарăнса тăчĕ. Иккĕшне те тỹрех палларăм: Владимир Ухлипе Юрий Петров-Вирьял пулчĕç курнă çынсем.

     - Малтан шăнкăравламасăр-тумасăрах персе çитрĕмĕр. Хăваласа ямастăр пулĕ тесе шутлатпăр. Эпир ахаль чăрмантарса çỹрекен çынсем мар, - шỹтлесерех сăмах хушрĕ Владимир Васильевич Ухли.

     - Паян сире çула тухма Турă хăй хушнă пулмалла. Питĕ вăхăтлă килсе çитрĕр. Эпир ялкорсемпе юнкорсене тĕл пулăва чĕннĕ, - пĕлтертĕм хăнасене. Часах ялсенчи корреспондентсен "çанталăк" кĕтсе выртакан сăввисемпе калавĕсене хунă папка сăвăçпа прозаик аллине куçрĕ. Икĕ сехет тимлесе ĕçлесе ларчĕç Владимир Ухлипе Юрий Вирьял. Шкул занятине палăртнă вăхăтра уçрăмăр. Çав çулсенче юнкорсен шкулне çамрăк корреспондентсем - халĕ "Хыпар" издательство çурчĕн гендиректорĕн, хаçатăн тĕп редакторĕн çумĕнче ĕçлекен паллă писатель Геннадий Максимов, Çемен Элкер премийĕн лауреачĕсем - Чăваш телевиденийĕн редакторĕ Татьяна Ильина тата уççăнлăхпа тĕрĕслĕхшĕн кĕрешсе 1989 çулхи пуш уйăхĕнче вилнĕ Николай Никифоров - пĕр сиктермесĕр çỹретчĕç, творчество çулĕ çине тухса пыратчĕç. Тĕл пулу питĕ лайăх иртрĕ. Владимир Васильевич Ухлипе Юрий Петров-Вирьял ялти корреспондентсен темиçе калавĕпе сăввисене тишкерчĕç, чыла-йăшне район хаçатĕнче пичетлеме сĕнчĕç, хăшне-пĕрне "Пионер сасси" хаçатпа "Хатĕр пул" журналта çапса кăларма шантарса хăйсемпе пĕрле илчĕç.

     Ун чухне район ертỹçинче Петр Иванович Мужиков ĕçлетчĕ. Мужиковпа Ухли - ентешсем. Иккĕшĕ те Пăва районĕнчи Пысăк Пỹркел ялĕнче çуралса ỹснĕ, çакăнти шкулта вĕреннĕ. Килнĕ çынсене Петр Иванович ырă кăмăлпа йышăнчĕ, вăрахчен калаçма вăхăт тупрĕ. Çавăн чухне эпĕ Владимир Васильевичăн чăн хушамачĕ Плешков пулнине пуçласа пĕлтĕм.

     Тепĕр кунне Юрий Петров-Вирьял райком инструкторĕпе пĕрле районти шкулсене тухса кайрĕ. Владимир Васильевич Ухлин тĕллевĕ вара урăхларах пулчĕ. Унăн кĕнекисенчи геройсем пурте тенĕ пекех пурнăçран илнĕскерсем. Çакă "Альтук" повеçĕпе "Шуркелсем" романра лайăх палăрать. Ухлине ял çыннин сăнарĕ çывăх. Вăл ял çинчен, унти пурнăç улшăнса пыни çинчен çĕнĕ роман çырма тытăннă-мĕн те, выльăх-чĕрлĕх комплексĕнче ĕçлекенсемпе курса калаçасшăн. Çывăхри комплекс "Комсомольский" совхозра. Çитрĕмĕр унта. Комплексра Ухлие тарават кĕтсе илчĕç. Ир пуçласа каçченех эпир унта пултăмăр. Тепĕр кун та Владимир Васильевич вăхăта комплексра ирттерчĕ.

  Юрий Вирьял темиçе шкула çитсе çаврăнчĕ, ачасемпе учительсене хăйĕн "Кăвакал кỹлли" кĕнекин ал çырăвне сỹтсе явас ĕçе явăçтарчĕ. Республика Министрсен Совечĕ çумĕнчи Пичет управленийĕ эрне кун райхаçат редакторĕсене пухса канашлу ирттерме палăртнă мĕн те, эпĕ Шупашкара тухса кайма пуçтарăнтăм. Ухлипе Вирьял та манпа пĕрле ларса тухрĕç. Çул çинче тăван литературăн паянхипе малашлăхĕ пирки чылай калаçрăмăр, тĕл пулсах тăма сăмах татрăмăр.

    1979 çулта Владимир Ухлипе Юрий Вирьял Комсомольскине тата икĕ хутчен пырса кайрĕç. Районти çамрăк литераторсен ĕçне-хĕлне асăрхаса-тишкерсе тăчĕç вĕсем, "Çеçпĕл çеçкисене" пулăшсах тăчĕç. Владимир Васильевич ку чухнехи ял çыннисене сăнлакан романне çырса пĕтерсе пыни çинчен хыпарлатчĕ.

     1986 çулта "Тăван Атăл" журналта манăн темиçе калавăм пичетленчĕ. Журнал тухнă хыççăнах эпĕ Владимир Ухлирен чылай пысăк бандероль илтĕм. Владимир Васильевич пульницăра выртать иккен, хăйне иккĕмĕш хут инсульт çапса ỹкерни çинчен пĕлтерет. Çав вăхăтрах унăн савăнăçĕ те пур. Вăл çырнă кулăшла калавсене пуçтарса вырăсла кĕнеке çапса кăларнă-мĕн. Çав кĕнекене, "Суп горяч, подуй!" ятлăскере, Ухли бандероль туса мана ярса панă. Пульницăрах "Тăван Атăл" журналти манăн калавсене вуласа тухнă, хавхалантарса тата ырă сăмах каласа бандероле чиксе пысăк çыру янă. Кайран та тĕл пулсах, çыру çỹретсех тăтăмăр. Инсультсем хыççăн сывлăхĕ унăн самаях хавшарĕ. Ыратни çинчен каламастчĕ, ĕçлес пултарулăхĕ пĕчĕкленни пирки юншăхлатчĕ вăл, романне çырса пĕтерейменнишĕн пăшăрханатчĕ. Хăй ватăлса, чирĕсем çĕнелсех пычĕç. Вăл çут тĕнчерен уйрăлчĕ.

    Ырă çĕр çине пăрахнă вăрлăх лайăх шăтать, парка çитĕнет. Владимир Васильевич Ухли те, Юрий Петрович Петров-Вирьял та литература ани çине пăрахнă вăрлăх лайăх шăттăр, çитĕнсе çитсе çимĕç патăр тесе хытă тăрăшатчĕç. Чыс та хисеп курам, укçаллă пулам тесе ĕçлеместчĕç. Çавăнпах вĕсен пархатарлăхĕ пысăк.

                                                                                                                                                                                                                                           Г.УТКИН.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика