01 ноября 2014 г.
Октябрĕн 30-мĕшĕнче районти сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансем, волейбол вăййине кăмăллакансем "Кĕтне" ФСКра пухăнчĕç. Кунта вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче вăй хуракансен командисем çурма финала тухас тесе тупăшрĕç. Комсомольски, Елчĕк, Патăрьел, Шăмăршă, Канаш районĕсен командисем зонăри ăмăртăва хутшăнчĕç, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсем хушшинче йĕркелекен республикăри 13-мĕш спартакиадăн зачетне пачĕç.
Хĕрỹ тупăшура Канаш районĕн командине çитекенни пулмарĕ, вĕсем - пĕрремĕш, Комсомольскисем иккĕмĕш вырăна тухрĕç, Патăрьелсем виççĕмĕш пулчĕç.
Район чысне Михаил Афанасьев, Юрий Боровков, Надежда Петрова, Евгений Тихонов, Олег Абросимов, Юрий Митюков, Альберт Кузьмин, Светлана Шемекеева хỹтĕлерĕç. Зонăри тапхăрта çĕнтернĕ икĕ команда çурма финала хутшăнĕ. Вĕсем унта çĕнтерсе финала хутшăнасса шанатпăр.
А.ЕФРЕМОВА.
Источник: "Каçал Ен"