09 февраля 2013 г.
«Çак аптекăра чăннипех те хăйсен ĕçне чунтан юратакан çынсем тăрăшаççĕ, яланах ырă кăмăллă та тарават вĕсем. Кирлĕ-кирлĕ мар эмеле тыттарса ямаççĕ. Тавах вĕсене», — тет ватă кинемей касса умĕнчен пăрăнса утнă май. Ватă çын ăшă кăмăллă пулнине юратать çав. Чăннипех те çапла, районти 41-мĕш номерлĕ аптекăра ĕçе чунтан парăннă çынсем тăрăшаççĕ. Вĕсенчен пĕри — Алевтина Николаевна Ильина. Ульяновск хулинчи фармацевтика колледжĕнче фармацевт специальноçне алла илнĕ хыççăн хĕр тăван ене таврăннă. Алевтина 2000 çултанпа аптекăра тăрăшать. Пысăк опытлă ĕçчен паянхи кун çăмăллăхпа усă курса эмелсем илекенсемпе тимлет. Кунсерен тĕрлĕ категорири çынсемпе пĕр чĕлхе тупмалла унăн. Ватăсен, çамрăксен, сусăрсен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтермелле, ытларах чухне ăнлантарса та памалла. Хĕрарăм ĕçре яланах маттур та ырă кăмăллă пулнине ĕçтешĕсем те, клиентсем те çирĕплетеççĕ. Вăл тăтăшах сĕнÿ-канашпа пулăшать, мĕн туянмаллине сĕнет, эмелсем пирки тĕплĕн ăнлантарса парать. Аптекăна килнĕ çынсемшĕн çакă — чи кирли.
Алевтина Николаевна тăван енрех хăйĕн телейне, юратăвне тупнă, кунтах тĕпленнĕ. Николай Георгиевич Ильинпа çемье çавăрнă. Ильинсем виçĕ ывăл çитĕнтереççĕ. Вĕсене тивĕçлĕ воспитани парса ÿстерес тесе тăрăшаççĕ. Спорт мероприятийĕсене, обществăлла ĕçе хастар хутшăнаççĕ.
Алевтина Николаевна — маттур та ĕçчен, çемье вучахĕн ăшшине упракан хĕрарăм.
Источник: "Каçал Ен"