09 февраля 2013 г.
Нарăсăн 10-мĕшĕнче, вырсарни кун, Комсомольски вăрманĕн хĕрринче «Йĕлтĕр йĕрĕ — 2013» чупу старт илет. Ăна йĕркелекенĕ — Комсомольски ял поселенийĕн администрацийĕ.
Сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансене, спортпа тата физкультурăпа туслă çынсене çак ăмăртăва хутшăнма йыхравлатпăр. Старт кăнтăрла 12 сехетре пулать.
Сăмах май, спорт уявĕ районти кашни ял поселенийĕнче иртĕ.
Источник: "Каçал Ен"