09 февраля 2013 г.
Тури Тимĕрчкасси сунарçисем Алексей Степановпа Александр Семенов Çĕнĕ çул хыççăнах кашкăр тытнине «Каçал ен» хаçатра çырнăччĕ ĕнтĕ. Хальхинче вара вĕсене пилĕк хут ытларах ăннă, мĕншĕн тесен харăсах пилĕк кашкăр тытма пултарнă. «Тукай ял поселенине кĕрекен ялсен çывăхĕнче тата вăрманта кашамансен йĕррисем нумаййине кура тискер чĕр чунсем ăçта çÿренине, хăш вырăналла çĕр каçнине сăнама пуçларăмăр. Кашкăр питĕ асăрхануллăскер, çавăнпа малтанхи вăхăтра куç тĕлне питех лекместчĕç», — тет Алексей Петрович.
Пĕр утарта хурал йыттине çурса пăрахнине илтсен вара юлташсем Шупашкартан В.Торин сунарçа чĕнсе илнĕ, ял çыннисене хăваласа пулăшма ыйтнă. Ирçе Çармăс лесничествин Çĕнĕ Мăрат участокĕнчи 34-мĕш кварталĕн пысăках мар лаптăкне хĕрлĕ ялавсемпе карса илнĕ. Январĕн 30-мĕшĕнче вĕсем харăс пилĕк кашкăра тытма май килтернĕ! Кун пекки Чăваш Енре халиччен пулманччĕ-ха. Кĕтÿри кашкăрсенчен аçипе ами çеç ватăрах пулнă, ыттисем вара — çамрăк.
— Таврара пĕр кашкăр та юлмарĕ пуль? — ыйтрăм Алексей Степановран.
— Пирĕн районта ултă, кÿршĕллĕ Йĕпреç районĕнче икĕ кашкăра тытрĕç пулин те, тата чылайăн-ха вĕсем. Ялсенчи выльăх-чĕрлĕхе тытма парас марччĕ сăтăрçăсене, — терĕ пултаруллă сунарçă.
Источник: "Каçал Ен"