АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Штрафа вăхăтра тÿлемелле

09 февраля 2013 г.

Россия Федерацийĕн муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕнче тăрăшакансем (ГИБДД сотрудникĕсем çырнă протоколсемсĕр) кăçалхи январь уйăхĕнче 194 протокол çырнă. Ку кăтарту 2012 çулхипе танлаштарсан сахалрах (пĕлтĕр — 197). Çав шутра РФ Административлă кодексăн 20.21 статйипе (обществăлла вырăнсенче ÿсĕр пулнăшăн) 112 çынна явап тыттарнă (2012 çулта — 113). Кăçал хулиганла пĕчĕк ĕçсем тăвакансен шучĕ ытларах: 18—11. 2013 çулта обществăлла вырăнсенче эрех-сăра ĕçнĕ 2 çынна тытса чарса вĕсем çине протоколсем çырнă.

Штрафа вăхăтра тÿлемелли çинчен тепĕр хут асăрхаттаратпăр. Унсăрăн Административлă кодексăн 20.25 статйипе килĕшÿллĕн явап тыттараççĕ: штрафăн виçине икĕ хутчен ÿстерме пултараççĕ е административлă майпа 15 талăк таранччен арестлеççĕ. Ун çинчен миравай судья йышăну кăларать.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика