АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕрарăмсем те кĕрешме пĕлеççĕ

29 октября 2014 г.

   Чăваш Енре республика чысне тĕнчери чи пысăк ăмăртусенче хỹтĕленĕ хĕр сахал мар. Акă Çĕнĕ Шупашкарти Ольгăпа Наталья Смирновăсем тахçанах ырă ят-сум çĕнсе илнĕ. Пĕр тăвансем республикăри, çĕршыври тĕрлĕ ăмăртура палăрнă. Европа тата тĕнче чемпионачĕсен пьедесталĕ çине темиçе хут хăпарнă Ольга 2008 çулта Олимп вăййисенче бронза медаль çĕнсе илнĕ. Халĕ вăл 1-мĕш спорт шкулĕн тренерĕ. Наталья Раççейĕн пĕрлештернĕ командин аслă тренерĕ. Çавăн пекех Европăн пилĕк хут чемпионки Наталья Гольц, пĕтĕм тĕнче Универсиадинче виççĕмĕш вырăн йышăннă Екатерина Краснова, юниорсен хушшинче иртнĕ тĕнче тата Европа ăмăртăвĕсенче çĕнтернĕ Наталья Федорова, ирĕклĕ мелпе кĕрешекен тата ытти пике спорт аталанăвне пысăк тỹпе хывнă.

    Чăваш Енре ирĕклĕ мелпе кĕрешекен йышлă. Çавăнпах пулĕ пирĕн республикăра олимпçăсене хатĕрлекен спорт центрĕ тума палăртнă. Олимпçăсене хатĕрлекен спорт центрĕ ĕçлеме пуçланă та. Пĕр тăван Ольгăпа Наталья Смирновăсем тата Николай Кириллов сентябрь уйăхĕнче ачасем валли 2 ушкăн тата мăннисем валли 2 ушкăн йĕркеленĕ. Раççей Кубокне ирттернĕ кунсенче центр хаваслă лару-тăрура уçăлĕ. Раççей Кубокне илме пурин те шанăç пур. Спорт ăмăртăвĕсене тĕрлĕ регионсенчен, хуласенчен, ют çĕр шывсенчен килĕç. Турнирта Чăваш Ен командинче 10 спортсменка пулать. Вĕсен хушшинче - Европа - 2009 чемпионки, пĕтĕм тĕнче Универсиадин призерĕ Екатерина Краснова, Европа ăмăртăвĕсен бронза призерĕ Надежда Федорова, юниорсен хушшинче иртнĕ ăмăртусен призерĕ, Голден Гран-при "Иван Ярыгин" ячĕпе халăхсен хушшинчи турнирĕн призерĕ Вероника Чумикова.

     Ноябрĕн 13-16-мĕшĕсенче Чăваш Енри Спорт министерствин ача-пăчасен 3-мĕш номерлĕ шкулĕн çăмăл атлетика манежĕнче республика Пуçлăхĕн парнисене çĕнсе илессишĕн ирĕклĕ мелпе кĕрешессипе Раççей Кубокĕ иртет. Ирĕклĕ мелпе кĕрешме юратакансене пурне те кĕтеççĕ. Хутшăнăр, хăвăр вăйăра тĕрĕслĕр.

                                                                                                                                                                                                                         Спорт министерстви.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика