АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Инкек сăлтавĕ - эрех ĕçни

29 октября 2014 г.

    2012 çулхи ноябрĕн 27-мĕшĕнче А. гражданин ВАЗ-21154 автомашинипе килне кайма тухнă. Руль умне лармаллине пăхмасăрах водитель магазина кĕрсе эрех ĕçнĕ, унтан "Çĕрпỹ - Ульяновск" автоçулпа çула тухнă. Кайнлăк ялĕ еннелле пăрăннă чухне ăна хирĕç килекен машина фарисемпе хытах çутатнă. Çавна май ỹсĕр водитель çул айккипе пыракан хĕрарăма курман иккен. Автомашина çуран çỹрекене çапса хăварать, сылтăмалла хăвăрт пăрăннипе бетон юпана пырса тăрăнать.

    Руль умне ỹсĕр ларни - инкек сăлтавĕ. Водитель васкавлă пулăшу машини киличчен хĕрарăма пулăшать, вырăнтан пăрахса тармасть. Анчах та çын сывлăхне сиен кỹнĕшĕн, руль умне ỹсĕрле ларнăшăн явап тытма тиветех. Чăваш Республикинчи Елчĕк район сучĕ А. гражданин айăплă тесе йышăну кăларнă, РФ Уголовлă Кодексĕн 2-мĕш пайĕн 264 статйипе килĕшỹллĕн 2 çуллăха условлă майпа явап тыттарнă.

                                                                                                                                                                                                                           И.КАМАЛЬТДИНОВ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика