АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вут-çулăм юлташ е тăшман?

25 октября 2014 г.

   Иртнĕ кунсенче районти тĕп библиотекăра Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн 1 "б" класĕнче вĕренекенсемпе тĕл пулу ирттертĕмĕр. Ачасемпе "Вут-çулăм юлташ е тăшман?" темăпа калаçрăмăр, пушар хăрушсăрлăхĕн тĕп правилисемпе паллаштартăмăр. Шăпах çак правилăсене пăхăнманни, вут-çулăмпа асăрханусăр пулни инкек патне илсе çитерет. Нумай чухне уйрăмах шăпăрлансен айăпĕпе пушар тухать. Вĕсем алла шăрпăк тытаççĕ те выляма пикенеççĕ. Вут-çулăм тухсан хăраса пытанса лараççĕ. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕн те тимлĕ пулмалла. Пĕчĕкскерсене килте пĕччен ан хăварăр, асăрхануллă пулăр.

    М.В.Мокеева библиотекарь "Вут-çулăм юлташ е тăшман?" викторина ирттерчĕ. Ачасем тупмалли юмахсене шĕкĕлчерĕç, ыйтусем çине хуравларĕç. Вĕренекенсем электрон презентаципе те кăсăкланса паллашрĕç. И.Крылова библиотекарь пушар хăрушсăрлăхĕн правилисемпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Ачасем вут-çулăмпа яланах асăрхануллă пулма сăмах пачĕç.

                                                                                                                                                                                                                          С.ЮМАНОВ, Д.ГАЛКИН.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика