25 октября 2014 г.
Яланхи ĕç вырăнĕнчи çынсем ĕç шырассине тивĕçлипе хакламаççĕ те пуль. Чылай вăхăт ĕç шыраса хăшкăлакан, укçа-тенкĕ çитменнипе аптăракансемшĕн вара ĕç вырăнĕ тупасси - тĕп тĕллев. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центрта тăрăшакансем вĕсем патне килекен кашни çынна пулăшма хатĕр. Кулленхи ĕç-хĕлпе Галина Воронова директор паллаштарчĕ.
- Галина Михайловна, пирĕн районта ĕç шыракансем чылайăн-и? Вĕсене ĕçпе тивĕçтерме пур чухне те май килет-и?
- Кăçалхи 9 уйăхра пирĕн пата ĕç тупас тĕллевлĕ 970 çын килчĕ. Çак йышран 49,6 проценчĕ - хĕрарăмсем, 50,3 проценчĕ - арçынсем, çамрăксем тата пенси çулне çитнĕ граждансем те пур. Вĕсенчен 905-ĕшĕн ыйтăвне тивĕçтерме пултартăмăр, ĕç вырăнĕсем тупса патăмăр. Çакăнта, паллах, предприятисем, организацисем тата уйрăм предпринимательсем вакансисем пуррине пĕлтерни те витĕм кỹчĕ. Кăçал 116 çынна обществăлла ĕçе явăçтартăмăр. Уншăн вĕсем ĕç укçи тата материаллă пулăшу илсе тăчĕç.
- Ĕç шыракансене пĕр-пĕр профессие вĕренме е квалификацие ỹстерме яни çинчен те пĕлетпĕр. Ку енĕпе лару-тăру еплерех?
- Вĕренсе пĕлĕвĕсене анлăлатас е урăх профессие алла илес текенсене пулăшма эпир яланах хавас. Кăçал ĕçсĕр 41 гражданин, пенсири 3 çын, 3 çул тултарман ачапа ларакан 10 хĕрарăм хушма професси илнĕ. Вĕсем электрогазосварщик, водитель, котельнăй операторĕ, тракторист, хуралçă, каменщик, парикмахер тата ытти специальноçсемпе пĕлỹ илчĕç. Çакă, паллах, ĕç вырăнĕ тупассине чылай çăмăллатать.
- Галина Михайловна, центр патшалăхăн чылай пулăшăвне электрон мелпе те кỹрет. Çынсем унпа усă кураççĕ-и?
- Патшалăхăн чылай пулăшăвĕпе www.gosuslugi.ru портал урлă электрон мелпе çăмăллăнах усă курма май пур. Çак мелпе кăçал 34 çын усă курнă та. Сăмахран, вĕренỹрен пушă вăхăтра ĕçлес кăмăллă 14-18 çулсенчи çамрăксенчен заявленисем йышăнасси, вăхăтлăх ĕçсене йĕркелесси, обществăлла ĕç-сене хутшăнтарасси çак портал урлă пулса пырать. Унсăр пуçне эпир электрон мелпе ваканси ярмăрккисем çинчен пĕлтеретпĕр, ĕçпе тивĕçтерекенсене кирлĕ кадрсене тупма пулăшатпăр.
- Ĕç шыракансене мĕн суннă пулăттăр?
- Организаци хупăннипе, штата чакарнипе, хăй ирĕкĕпе ĕçсĕр тăрса юлнишĕн пăшăрханма кирлĕ мар. Ĕçпе тивĕçтерекен центра учета килсе тăрсассăн эпир сире яланах пулăшма хатĕр. Пĕлĕве, квалификацие ỹстерни хушма специальноç илме çул уçать, урăх ĕç тупма пулăшать. Анчах тепĕр чухне çынсем унта-кунта ĕçлеççĕ. Хăйсем тăрăшнине официаллă майпа çирĕплетмеççĕ. Ĕç укçине "конвертпа" е алăран илеççĕ. Кун пек чухне ĕç стажĕ те пымасть, пенси фондне те тỹлев каймасть. Çакă, паллах, кайран ура хурать те.
- Тавах калаçушăн.
А.ЕФРЕМОВА.
Источник: "Каçал Ен"