25 октября 2014 г.
Районти тĕп библиотекăри кружока çỹрекен ачасем конкурссемпе викторинăсенче, тĕрлĕ мероприятисенче яланах хастар. Акă, çак кунсенче А.Жирнова, В.Козлова, К.Скворцова вĕренекенсем "Чăваш Енри çуран çỹрекен çамрăксем" проектпа килĕшỹллĕн йĕркеленĕ "Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн правилисем" республикăри конкурсра палăрчĕç. Зонăри тапхăрта, ăна Патăрьелте йĕркеленĕ, Ксения Скворцова "Маршрутный лист" номинацире 3-мĕш, Аня Жирнова "Ал ĕçĕ" номинацире 1-мĕш вырăна тухрĕç. Аньăн ĕçне республикăра та чи лайăххи тесе палăртрĕç.
И.КРЫЛОВА.
Источник: "Каçал Ен"