22 октября 2014 г.
2015 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен ют çĕршыв гражданĕсене вăхăтлăх пурăнма, ĕçлеме, патент илме ирĕк паракан хутсене хатĕрлес енĕпе Федераци саккунне улшăнусем кĕртеççĕ. Малашне ют çĕршыв гражданĕсен вырăс чĕлхине, Раççей историне, саккунĕсене лайăх пĕлнине кăтартса памалла, ăна çак документсенчен пĕринпе çирĕплетмелле:
- вырăс чĕлхине, Раççей историне тата тĕп саккунлăхне пĕлнине пĕлтерекен документ;
- СССР йышне кĕнĕ патшалăх вĕренỹ учрежденийĕсем панă документ пулсассăн;
- Раççей Федерацийĕн территорийĕнче патшалăх аттестацийĕ витĕр тухса вĕреннине, квалификаци илнине çирĕплетекен документ.
Ют çĕршыв çыннисем вырăс чĕлхине, историне, саккунлăхне пĕлнипе экзамена ăнăçлă тытсан Раççей Федерацийĕнчи тата унăн тулашĕнчи вĕренỹ учрежденийĕсем (ятарлă перечене кĕртнисем) сертификат параççĕ. Ĕçлеме пултарайманнисене, 18 çула çитменнисене, 65 çултан иртнĕ ар çынсене, 60 çултан иртнĕ хăрарăмсене экзамен тытассинчен хăтараççĕ. Аслă тата професси пĕлĕвĕ паракан вĕренỹ заведенийĕсенче куçăн майпа вĕренекенсем, ют çĕршыв чĕлхипе пичетленекен массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакансем, журналистсем, пысăк квалификациллĕ ĕçченсем вăхăтлăх пурăнма ирĕк илнĕ чухне вырăс чĕлхине, историне, РФ саккунлăхне пĕлнине çирĕплетмессе те пултараççĕ.
Чăваш Республикинче пĕр вĕренỹ заведенийĕнче çеç ют çĕршыв гражданĕсем (И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче) вĕренсе сертификат илме пултараççĕ. Ыйтса пĕлмелли телефон - 8(8352) 22-65-72, хушма вĕренỹ центрĕн директорĕ - Валентина Николаевна Григорьева. Центр адресĕ: 428000, Шупашкар хули, К.Маркс урамĕ, 38-мĕш çурт.
А.ГАЛКИНА.
Источник: "Каçал Ен"