АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Преступленисене уçăмлатаççĕ

22 октября 2014 г.

   1954 çулхи октябрĕн 19-мĕшĕнче СССР Генеральнăй прокурорĕ "Криминалист прокурор ĕçĕ çинчен" йышăну кăларнă. 2007-2011 çулсенче прокуратура органĕсене реформăланипе следствин çĕнĕ органне - Раççей Федерацийĕн следстви комитетне туса хунă. Криминалист прокурорсен службинчен криминалист следовательсен служби пулса тăнă. Тĕрлĕ çулсенче кирек мĕнле улшăнусем пулса иртсен те, çак тытăмăн пĕлтерĕшĕ çаплах юлнă: тĕпчев ĕçĕсен пахалăхне ỹстерес енĕпе ĕçлесси, йывăр тата уйрăмах йывăр преступлени пуласран асăрхаттарасси тата ытти те.

    Раççей Федерацийĕн следстви комитечĕн Чăваш Енри управленийĕн криминалистика пайĕн следователĕсем преступлени тунă вырăна талăкĕпех тухса çỹреççĕ. Тĕслĕхрен, кăçал çынна йывăр сиен кỹрсе вĕлернĕ преступниксене явап тыттарнă. 2011-2014 çулсенче маларах тунă 173 преступление уçăмлатнă. Вĕсен шутĕнче çынна вĕлернĕ 9 тĕслĕх, йывăр суранлатса вĕлернĕ 3 факт, мăшкăлланă 4 факт. Криминалист следовательсене çак ĕçре паянхи техника хатĕрĕсем, çĕнĕ эксперт тĕпчевĕсем пулăшаççĕ.

    Полиграфăн (урăхла каласан, "детектор лжи" теççĕ) эффективлăхĕ уйрăмах пысăк. Çавăн пекех полиграфпа усă курса психофизиологи тĕпчевĕ ирттернин витĕмĕ те пысăк. 2011-2014 çулсенче 605 тĕпчев ирттернĕ. Вĕсенчен пĕринче Шупашкар хулинче 60 çулхи ар çынна вĕлернĕ тĕслĕхе уçăмлатнă, 30 çулхи ар çын айăплине пĕлнĕ, ăна 9 çуллăха ирĕк прависĕр хăварнă.Полиграф тĕпчевĕ пулăшнипе Куславккара 11 çулхи хĕр ачана вĕлерекен преступнике те тупса палăртма май килнĕ. Криминалистикăра 3D-фотосъемкăпа усă курни те пысăк пулăшу кỹрет. Сăмахран, çак мелпе преступлени тунă вырăна, вăхăта палăртма ансатрах. Преступленисене уçса парас тĕллевпе ытти меслетсемпе усă курнин витĕмĕ те пысăк. Кримина-листсем вĕсемпе кулленхи ĕçре анлăн усă кураççĕ.

                                                                                                                                                                                                                                  Р.ШАЙХАЛОВ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика