22 октября 2014 г.
Иртнĕ эрнере районта Пĕрлехи информаци кунĕ иртни пирки пĕлтернĕччĕ. Çак кун влаç органĕн представителĕсем тĕрлĕ ял тăрăхĕсенче пулчĕç, ял çыннисемпе, ĕç коллективĕсемпе тĕл пулчĕç, нумай ыйтăва уçăмлатрĕç. Чăваш Республикин халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертỹçин çумĕ Татьяна Ивановна Михайлова хăш-пĕр ыйтусене уйрăммăн уçăмлатрĕ.
- Татьяна Ивановна, республикăн 2015 çулхи, планпа пăхнă 2016- 2017 çулсенчи тапхăрти бюджечĕпе кĕскен паллаштарсамăр.
- Бюджета 15 программа çинче никĕсленĕ. Пĕрремĕшĕнчен, вăл социаллă тĕллевлĕ, иккĕмĕшĕнчен, палăртнă пур обязательствăна та пурнăçламалла. Пайăррăн илес пулсассăн 11 миллиард тенкĕ ытла вĕренỹ сферине каять, медицинăна 7 миллиард тенке яхăн уйăрĕç. Ку çитес çулхи бюджетăн 30 процентне яхăн. Ытти тăкакпа пĕрле шкулчченхи вĕренỹ учрежденийĕсемпе шкулсем тума та укçа палăртса хунă. Социаллă политикăна пурнăçлама 7,5 миллиард тенкĕ уйăрĕç. Çурт-йĕр строительствине тĕревлекен тăкаксем те курăмлă. Сăмахран, çурт-йĕр тума республика бюджетĕнчен 2200,4 миллион тенкĕ кайĕ. Вăрçă ветеранĕсене пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтерме 213,1 миллион, çамрăк çемьесене 210 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă. Пĕтĕмĕшле илес пулсан, çурт-йĕр фончĕн енчĕкĕ 2,6 миллиард тенкĕлĕх пулĕ. Ял хуçалăхĕ валли - 789,8 миллион тенке яхăн.
- Октябрĕн 9-11-мĕшĕсенче Шупашкарта Пĕтĕм Тĕнчери "Раççей - спорт çĕршывĕ" форум иртрĕ. Эсир ăна мĕнле хаклатăр?
- Пĕтĕм Тĕнчери спорт форумне республикăра пурăнакансем çеç мар, ют çĕршывран, ытти регионсенчен килсе çитнĕ хăнасем те "5" паллăпа хаклани савăнтарать. Мĕн палăртнине пурнăçларăмăр. Ырă ĕç тăвас терĕмĕр - турăмăр. Хăнасем чăннипех те питĕ кăмăллă пулни савăнтарать. Чăваш Ен спорт регионĕ пулнине, кунта спортпа туслă çынсем пурăннине тĕслĕхсемпе çирĕплетсе пачĕ. Ахальтен мар республикăра пурăнакан кашни виççĕмĕш çын спортпа туслă, спорт сооруженийĕсемпе тивĕçтересси 45,9 процентпа танлашать.
- Татьяна Ивановна, республикăра, районта халăха ĕçпе тивĕçтерес ĕç мĕнле пырать? Ĕç шыракансем йышлă-и?
- Чи малтанах çакна каласа хăварас килет: Чăваш Ен Атăлçи федераци округĕнче ĕçсĕррисене регистрациллессин шайĕпе лидерсен йышĕнче. Ку кăтарту Раççейĕпе 1,1 процент пулсассăн, республикăра - 0,6 процент. Сăмахран, кăçал "Чăваш Республикин 2012-2020 çулсенче халăха ĕçпе тивĕçтерессине витĕм кỹресси" патшалăх программипе килĕшỹллĕн январь-сентябрь уйăхĕсенче 33950 çынна ĕçпе ти-вĕçтернĕ, 5587 çын обществăлла ĕçе хутшăннă, 14-18 çулсенчи 14874 çамрăк вăхăтлăх ĕçе вырнаçнă. Ку енĕпе Комсомольски районĕнче те кăтартусем аван, 608 çамрăка ĕç тупса панă. Хевтесĕр е сусăр граждансене ĕçпе тивĕçтересси те аван пурнăçланса пырать. Учетра тăракан граждансене хушма професси илме пулăшса, ятарлă вĕренỹ курсĕсене янă. Кăçал 2943 çын хушма пĕлỹ илнĕ. Октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăра 3954 çын, районта 45 çын учетра тăраççĕ. Вĕсене те çитес вăхăтра ĕçпе тивĕçтерĕпĕр.
А.ЕФРЕМОВА.
Источник: "Каçал Ен"