18 октября 2014 г.
1979-1989 çулсенче совет салтакĕсем интернационалла пулăшу миссийĕпе Афганистан çĕрĕ çинче службăра пулчĕç. Ют вăрçă чăваш халăхĕшĕн те çухатусăр пулмарĕ. Унтан чăваш халăхĕн 114 ывăлĕ тăван ене чĕрĕ-сывă таврăнайман. Пирĕн районти 5 каччă та вăрçă хирĕнче пуçне хунă. Вĕсем: ФАЗЫХ ТАЗЕТДИНОВ (Элпуç), ВЛАДИМИР КРЫЛОВ (Аслă Чурачăк), ИГОРЬ ГАВРИЛОВ (Хирти Явăш), ВИКТОР ТУМАКОВ (Тăманлă Выçли), СЕРГЕЙ ШМЕЛЕВ (Йỹç Шăхаль).
Вĕсен ячĕсене ĕмĕрлĕхех асра хăварма палăксем лартни, пăхса-тирпейлесе тăни - пархатарлă ĕç. Тĕслĕхрен, 1994 çулта Александровка ял тăрăхĕнче Николай Федорович Игонин ырă ĕç пуçарнă. Афган вăрçинче пуçĕсене хунă ентешсен ячĕпе вăл 114 тĕп пан улми йывăççи лартнă. Лартнă сад умĕнче интернационалист салтаксен ячĕпе палăк вырнаçтарнă.
Унтанпа вăхăт чылай иртнĕ, пан улми йывăççисем хăйсен çимĕçĕсемпе савăнтараççĕ, иртен-çỹрен палăк умне чарăнса салтаксен паттăрлăхне аса илет, пуç таять. Афган вăрçине хутшăннă ентешсем вара палăка юсаса çĕнетме, пуçĕсене хунă салтаксен хушамачĕсене çĕнĕрен çырма тĕллев лартнă. Пурте пĕрле пуçтарăнса сỹтсе явнă та ĕçе пуçăннă. Чăваш Республикинчи "Инвалиды войны" обществăлла организацин районти уйрăмĕн председателĕ Илья Павлович Сизов ĕçе ертсе, йĕркелесе пынă.
Октябрĕн 16-мĕшĕнче вара афган вăрçинче пуçне хунă салтаксем ячĕпе лартнă палăка юсаса çĕнетнĕ хыççăн савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Михаил Афанасьев, Александровка ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Любовь Полякова, Чăваш Республикинчи çар комиссариачĕн Комсомольски тата Елчĕк районĕсенчи пайĕн начальникĕ Сергей Данилов, Афганецсен союзĕн районти председателĕ Виктор Гаврилов, Анатолий Турханов ветеран пухăннисем умĕнче тухса калаçрĕç, вăрçă историне аса илчĕç, палăка юсаса çĕнетнĕшĕн пурне те тав турĕç. Палăка уçнă çĕре афган вăрçине хутшăннă ентешсем çеç мар, кỹршĕ район представителĕсем, Хырай Ĕнел вăтам тата Александровка тĕп шкулĕсен вĕренекенĕсем хутшăнчĕç. Пуçĕсене хунисене асăнса пурте палăк умне чечексем хучĕç. Вырăнти артистсем юрăпа савăнтарчĕç.
Çак кун района Пĕтĕм Раççейри "Инвалиды войны" обществăлла организаци председателĕ, Раççейри "Победа" йĕркелỹ комитечĕн, РФ Президенчĕ çумĕнчи инвалидсен ĕçĕсемпе ĕçлекен Канашĕн членĕ Андрей Геннадьевич Чепурной тата "Инвалиды войны" обществăлла организацин Чăваш Республикинчи уйрăмĕн председателĕ Геннадий Матвеев килсе çитни, афган вăрçине хутшăннисемпе тĕл пулни, хумхантаракан ыйтусене сỹтсе явни пуриншĕн те усăллă пулчĕ. Хăнасем нумай ыйтăва çутатрĕç. Тĕслĕхрен, афган вăрçин ветеранĕсен кашни çулах сывлăхне çирĕплетме майсем пурри пирки каласа хăварчĕç. Пархатарлă ĕçшĕн тав турĕç.
А.ЕФРЕМОВА.
Источник: "Каçал Ен"